АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрана пĕлменскер

22 декабря 2010 г.

Куликов хăй паллакан Маркинăн (хушамачĕсене улăштарнă) водитель удостоверенийĕ çуккине пит лайăх пĕлнĕ. Çакскер унран пайта илме шутланă. Кăнтăрла кĕсье телефонĕпе ун патне шăнкăравласа водитель удостоверенийĕ тупса пама пулнă, çакна тума 2500 тенкĕ кирлĕ тесе пĕлтернĕ. Маркин хаваспах килĕшнĕ. Çав кунах Куликов патне ыйтнă суммăна çитерсе панă. Темиçе кунтан каллех Маркин патне шăнкăрав янă, тата 5 пин тенкĕ ыйтнă. Часах çак сумма унăн кĕсйине кĕрсе ÿкнĕ. Тем вăхăтран тата 1500 тенкĕ килсе пама хушнă.

Çакăн пек ултавпа Куликов Маркинран 15 пин тенкĕ хăпăтса илнĕ. Чăтăмĕ пĕтнĕ Маркин пĕлĕшĕн усал ĕçĕ çинчен милицине евитленĕ. Часах сучĕ те пулнă, Куликов хăйĕн пурнăçĕн пĕр çулне колони-поселенире ирттерĕ.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика