АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машини сиенленнĕ, хăй аманнă

22 декабря 2010 г.

Çурла уйăхĕнче "ВАЗ-2106" машина, руль умĕнче Жуков (хушаматне улăштарнă) пулнă, светофорăн хĕрлĕ çутине пăхмасăр-тумасăр малалла вирхĕннĕ. Вăл Гурьев тытса пыракан "ВАЗ-21009" автомобильпе çапăннă. Автоинкекре Гурьевăн салонра ларса пынă иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ аманнă, арăмĕпе виçĕ çулти хĕрĕ, турра шĕкĕр, тĕрĕс-тĕкелех юлнă. Машина вара самаях сиенленнĕ. Тăкакĕ 39892 тенкĕ те 57 пуса ларнă. Жуков хăйĕн автомобильне страхланă. Саплаштару укçине илме вăл темиçе хутчен те страховани компанине ертсе пыракансем патне кайнă. Анчах та кашнинчех пушăлла тухма тивнĕ. Кунсăр пуçне вăл авари вăхăтĕнче пуçран аманнине пула больницăра сывалса тăкакланă укçана, хăйне мораль енчен сиен кÿнĕшĕн Гурьевран 10 пин тенкĕ шыраса илме ыйтнă. Çавăн пекех суд расхучĕсене те унранах шыраса илес шухăшлă пулнине пĕлтернĕ.

Явап тытакан Жуков, хăйĕн патне темиçе кун маларах чĕнÿ хучĕ янă пулин те, суда пыман. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн машинăна юсаса пĕтернĕ 39892 тенкĕ те 57 пуса шыраса илеççĕ, суда парса расхутланнă суммăна явап тытаканăн пама тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика