АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чипер çынтан инвалид пулса тăнă

22 декабря 2010 г.

Иртнĕ çулхи кĕркунне тавралăха каç ĕнтрĕкĕ çапсан çул тăваткалĕнче çул-йĕр правине пăснине пула Белов (хушаматне улăштарнă) тытса пыракан çăмăл машина Антонова (хушаматне улăштарнă) автомобильне малти бамперĕнчен лектернĕ. Антонова хытах аманнă. Çур çула яхăн больницăра выртнă. Ăна иккĕмĕш ушкăнри инвалид тесе йышăннă. Авари пулнăранпа вăл пилĕк операци витĕр тухнă. Ура туни пилĕк вырăнтан хуçăлнă, вĕсем халĕ те тÿрленмен, сылтăм ури вĕçĕм шыçса тăнă, ыратнине чăтма йывăр, пуç мимине хускатни каярахпа сывлăха татах та хавшатма пултарнă. Сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ÿкернĕшĕн Антонова Беловран 1000000 тенкĕ шыраса илме суда тавăç тăратнă. Çавăн пекех вăл юрист пулăшăвĕсемшĕн тăкакланă 6500 тенке те унранах шыраса илме ыйтнă.

Тавăç пуçараканăн представителĕ Беловăн айăпне пула Антонова чылай вăхăт нушаланни çинчен каланă. Авариччен вăл предприниматель пулнă, пурнăç илемĕпе киленнĕ. Халĕ вара инвалид, тухса çÿреме кансĕр, урисем шыçăнса тăраççĕ. Йывăр ăна. Шыраса илме тăратнă сумма сывлăхне кăштах та пулин лайăхлатма пулăшĕ.

Явап тытакан Белов, чылай малтан пĕлтерсе хунă пулин те, суд ларăвне пыман. Унăн представителĕ тавăç сумми ытла та пысăк пулнине пĕлтернĕ.

Суд ĕçе тишкерсе тухса Антонова ыйтнине çапла тивĕçтерес тенĕ: мораль енчен сиен кÿнĕшĕн Беловран 100000 тенкĕ, юрист пулăшăвĕсемшĕн тăкакланăшăн 5000 тенкĕ шыраса илме йышăну кăларнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика