АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пĕлнине ачасене парать

22 декабря 2010 г.

Пурнăçра лайăххи патне кăна ăнтăлма, ĕçчен тата сăпайлă пулма пире тăван шкулта вĕрентеççĕ. Ачасем ăслă-тăнлă, пултаруллă тата çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнччĕр тесе вĕрентекенсем пысăк тÿпе хываççĕ. Светлана Вениаминовна Васильева педагогикăра 34 çул тимлет. Малтан вăл Шелттем шкулĕнче ĕçленĕ, 1979 çултанпа Шаккăл шкулĕнче ачасене пĕлÿ парать.

Çак çулсем хушшинче вĕренÿ тытăмĕнче чылай улшăнупа çĕнĕлĕх пулса иртнĕ. С.Васильева ачасене тем тĕрлĕ предмет та вĕрентсе курнă. Çак тĕллевпе вăл хăйĕн пĕлÿ шайне ÿстерсе аталантарсах пынă. Шкулта компьютера чи малтан алла илнĕ.

Тăрăшуллă педагогăн вĕренекенĕсем районта ирттерекен олимпиадăсенче тăтăшах малти вырăнсене йышăннă. Хăйĕн аслă ывăлĕ Саша "Пионер сасси" хаçат йĕркеленĕ "Тăван тавралăх" викторинăра çĕнтерсе велосипеда тивĕçнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Андрей "Суров закон, но он закон" республикăри конкурсра палăрнă, ăна "Артек" лагере канма янă. Кăçал Константин Орлов Аслă Çĕнтерĕве халалласа ирттернĕ республика шайĕнчи "Этих дней не смолкнет Слава" конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Шкулта тăрăшакансем совхоз ĕçне те хастар хутшăннă, вĕсем ачасемпе пĕрле çĕр улми пуçтарнă, выльăх кăшманĕ кăларнă, хăмла татнă, ĕне ферминче пулăшнă. Хуçалăх ĕçĕнче палăрнăшăн вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Шуршăл ялне, Шупашкар, Ульяновск, Хусан, Ленинград, Мускав хулисене кайса курма пултарнă. Аякри хуласене çитсе киличчен Вăта шывĕ тăрăх вырнаçнă ялсенче пурăнакан фронтовиксемпе тĕл пулса калаçнă вĕсем. Ялти орденоносецсен аса илĕвĕсене С.Васильева "Канаш ен" хаçатра çырса кăтартнă.

Лара-тăра пĕлмен педагог И.Я.Яковлева халалласа ирттернĕ районти тата республикăри конференцисене хутшăннă, математика учителĕсен фестивалĕсенче уçă уроксем кăтартнă. Светлана Вениаминовна 2009 çулта учительсен династийĕсен республикăри конкурсĕн районти тапхăрĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăл Васильевсен династийĕ çинчен нумай материал пуçтарнă пулнă, ăна тĕплĕн çутатнă.

С.Васильева тĕлĕнмелле ал ĕç ăсти, вăл тĕрлеме, çĕлеме, çыхма юратать. Килĕнче тĕрĕпе эрешленĕ салфеткăсем, чÿрече каррисем, минтер пичĕсем, кавирсем куçа савăнтараççĕ. Канашри музейра ирттерекен педагогсен куравне хутшăнса пĕрре кăна мар палăрнă вăл.

Васильевсем икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăшăрĕ Юрий Лаврентьевич ăна яланах ăнланма тăрăшать, ĕçре пулăшса пырать. Вĕсен хĕрĕ, Наталья, 1-мĕш категориллĕ математика учителĕ. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпах Шупашкарти пĕр шкулта ачасене вĕрентет. Аслă ывăлĕ Александр та Шупашкартах ĕçлесе пурăнать, вăл Ленинградри аслă çар училищине пĕтернĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Андрей Хусанти химипе технологи университетĕнче аспирантурăра вĕренет.

Е.ЗАХАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика