22 декабря 2010 г.
Вĕрентекенĕн пархатарлă ĕçĕ çинчен нумай çырнă, çырĕç те. Çĕр çинче кама кăна хисеплесе палăк лартман пулĕ. Пĕрремĕш учителе халалланă палăк уçăлнине пурте илтнĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, тахçанах тивĕç вăл çак сума. Ма тесессĕн пĕчĕкçеç этемрен чăн-чăн çын туса ÿстерекен-çке вăл. Паллах, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле. Ача ăслă-тăнлă, çĕршыва юрăхлă, ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă пулса ÿснинче учителĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл ачана пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрекенни, вăлах йĕркелĕхпе тÿрĕлĕх çинчен, кăмăл-сипет тĕлĕшпе еплерех пулмаллине вĕрентсе ăс параканни.
Сăмахăм Хучел шкулĕнче математикăна вĕрентекен Галина Анатольевна Николаева çинчен. 1984 çултанпа ĕçлет вăл кунта. Пĕрремĕш категориллĕ учитель кашни урока тĕплĕн хатĕрленет, ачасен пултарулăхне аталантарассине тĕпе хурса ĕçлет. Вăл пĕлÿ паракан ачасем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ: пĕлÿ пахалăхĕ 45 процентпа танлашать. Галина Анатольевна вĕрентекен ачасем математикăпа тытнă пĕрлехи муниципаллă экзамен кăтартăвĕсем 2007 çулта 3,8 балл, 2008 çулта – 3,9, 2009 çулта 4,2 баллпа танлашнă. Математика урокĕсенче илнĕ тарăн та çирĕп пĕлÿ ачасене аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсене çă-мăллăнах вĕренме кĕме май парать. Тĕрлĕ конкурсра, олимпиадăра çут çанталăк панă пултарулăх çеç çителĕксĕр. Çакна лайăх пĕлет Галина Анатольевна, çавăнпа ачасемпе уроксем хыççăн юлса тĕллевлĕ ĕçлет. Пур ĕçе те тĕплĕ тăвать, ачасене те çавнах вĕрентет.
Г.Николаева вĕрентекен ачасем "Пифагоровец" математика кружокне хавхаланса çÿреççĕ, районти тата республикăри мероприятисене хастар хутшăнаççĕ: республикăра математикăпа ирттернĕ дистанци олимпиадинче 4 ача Тав çырăвне тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕри, 9-мĕш класс хĕрачи, районти ачасем хушшинче чи нумай балл пухма пултарчĕ. Галина Анатольевна драма кружокне те ертсе пырать, ачасене хăйсене сцена çинче тытма, сăвă-калава илемлĕ вулама, ташлама вĕрентет.
Пирĕн вĕрентекен математика, физика, биологипе хими учителĕсен шкулти методика пĕрлешĕвне те ăста ертсе пырать, математика учителĕсен районти ассоциацийĕн ларăвĕсене хутшăнать, уçă уроксемпе мастер-классем ирттерет, докладсем хатĕрлет.
Учителĕн портфолио папкине уçсан тĕлĕнсе каятăн – мĕн чухлĕ Хисеп хучĕ! Тăван шкул панă грамотăсем, район администрацийĕн Хисеп хучĕсем, республика шайĕнчи дипломсем... Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерстви панă Хисеп грамотипе мухтанма пултаракансем районта нумаййăнах мар.
9-мĕш классене 2006 çултанпа ертсе пырать вăл. Галина Анатольевна класĕнче спортсменсем те, юрлама-ташлама кăмăллакансем те пур. Юратнă вĕрентекен кашни ачашăнах чăн-чăн педагог кăна мар, чи çывăх тус та. Класс сехечĕсене, калаçусене, тавлашусене кăсăклă ирттерет. Хăй ертсе пыракан класс ачисемпе тĕрлĕрен конкурса хутшăнать. Кăçал кăрлач уйăхĕнче Раштав уявне халалланă конкурсра Наталья Владимирова "Тĕрĕ тĕрлесси" номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. "Çемье – пурнăç пуçламăшĕ" фотоконкурсра Таня Фомина çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, Диплом илме тивĕçрĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсем пурте волонтер ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ: ватăсене пулăшаççĕ, йывăçсем лартаççĕ, ачасен умĕнче тĕрлĕрен презентаципе тухса калаçаççĕ.
Галина Анатольевна 2008 çулта ирттернĕ "Чи пултаруллă класс ертÿçи" конкурсра районта виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Республикăра та палăра пуçларĕ пирĕн вĕрентекен. 2009 çулта ирттернĕ "Халап хапха тăрринче..." интернет конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ, Дипломпа кĕнеке парса хавхалантарчĕç ăна çакăншăн. Пĕрремĕш уçă фестивале хутшăнса сертификат илме пултарчĕ.
Пирĕн ĕçтешĕмĕр районти олимпиадăсен, пĕрлехи муниципаллă экзаменсен комиссийĕсен членĕ. "Канаш ен" хаçатпа тачă çыхăну тытать: шкулта иртекен мероприятисем, пултаруллă ачасемпе учительсем çинчен çырать. Хучелти вĕрентÿпе культура центрĕ çумĕнчи "Пилеш" ансамбле юрлама çÿрет. Пĕрле ĕçлекенсем, ачасем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш хисеплеççĕ ăна.
Галина Анатольевна мăшăрĕпе (шел, вăл пурнăçран виçĕ çул каялла уйрăлса кайрĕ) ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илчĕç. Хĕрĕ Ирина аспирантура вĕренсе пĕтерчĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче преподаватель пулса ĕçлет. Ывăлĕ Денис та çав заведениренех ăнăçлă вĕренсе тухрĕ, Мускавра ĕçлет.
Э.ФОМИНА. Хучел шкулĕ.