22 декабря 2010 г.
Шупашкарта Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ, Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ Н.Гаврилов парнисене ирĕклĕ майпа кĕрешсе çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри улттăмĕш турнирĕ иртнĕ. Ăмăртăва Мускав, Ульяновск, Чулхула облаçĕсен, Тутарстан, Мордови, Мари Эл, Коми, Дагестан Республикисен, Пермь крайĕн, Мускав, Ханты-Мансийск хулисен, Чăваш Республикинчи хулисемпе районĕсен спортсменĕсем çитнĕ. Вĕсем медальсен 23 комплекчĕшĕн кĕрешнĕ. Кĕрешÿçĕсене кавир çинчи тытăçура ăнăçу сунма Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕ Н.Бударин космонавт летчик, Раççей халăх артисчĕ А.Михайлов тата ытти паллă çынсемпе спортсменсем килнĕ.
Турнирăн тĕп призне, çăмăл автомобиле, Канашри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен шкулĕн воспитанникĕ А.Афанасьев çĕнсе илнĕ.
Çĕнтерÿçĕсем хушшинче тĕнче спорт мастерĕ пирĕн ентеш В. Трофимов та пур. Д. Семеновпа А. Егоров - призерсен йышăнче.
В. СНЕЖКОВ.