22 декабря 2010 г.
Район администрацийĕнче вырăнти влаç органĕсенче ĕçлекенсен "Муниципалитет тытăмне ертсе пырассин инноваци меточĕсем" ятпа квалификацине ÿстермелли курссем пуçланнă. Хăнасене райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ăшшăн кĕтсе илнĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарнă. "Кунта илнĕ пĕлÿсем сире кулленхи ĕçре усă парасса шансах тăратăп", – тенĕ вăл.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвне тата Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырусенчи тĕп положенисене пурнăçа кĕртес енĕпе тумалли ĕçсем çинче Чăваш Республикин Президенчĕн тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Семенова чарăнса тăнă.
Малалла нотариус ĕçĕсемпе çыхăннă патшалăх полномочийĕсене вырăнти влаç органĕсене парас, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене документсемпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă. Çакăн çинчен патшалăх службин Атăлпа Вятка академийĕн Шупашкарти филиалĕн доценчĕ, истори ăслăлăхĕн кандидачĕ В.Ткаченко тата Канаш нотариус округĕн нотариусĕ С. Ильина доклад туса панă.
В. АЛЕКСЕЕВ.