22 декабря 2010 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пынипе право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен ведомствăсен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Социаллă аталану пайĕн спорт секторĕн заведующийĕ В. Ильин районта ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев çул çитмен çамрăксен обществăлла воспитателĕсем пирки сăмах илнĕ. Тĕрмерен тухнисене ĕçпе тивĕçтересси, ку енĕпе патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессине вăйлатасси çинчен Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕн çумĕ Л.Любова, районăн шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милици пуçлăхĕн çумĕ Е.Мурзин калаçнă. Профилактика канашĕн кăçалхи ĕçĕсене Кăшнаруй тата Шелттем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Васильева тата В.Николаев пĕтĕмлетнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ларăва пĕтĕмлетсе ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне вăйлатмаллине, обществăлла воспитательсемпе малашне те ĕçлемеллине аса илтернĕ. Вĕрентÿ управленийĕн тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссинче шутра тăракансем çине тимлĕх уйăрассине ÿстерсех пымалла. Владислав Васильевич хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура ачасем пирки чылай вырăн уйăрнине пĕлтернипе вĕçленĕ. Патшалăхăн малашлăхĕ пултăр тесен чи малтан çамрăк ăрушăн тăрăшмалла.