22 декабря 2010 г.
Катек вăтам шкулĕнчи волонтерсен "Ырă ĕç тăвакансем" ушкăнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, пĕччен ватăсене, инвалидсене тĕрлĕ ĕç тума пулăшать.
Хĕллехи вăхăтра ачасем кил картишне, çурт патне пыракан çулсене юртан тасатаççĕ, ватăсене апат-çимĕç продукчĕсем, тĕрлĕ эмел туянса параççĕ, вутă татса-çурса шаршана купалаççĕ тата ытти те. Ветерансемпе тĕл пулса вĕсен аса илĕвĕсене çырса илеççĕ, çамрăк ăрушăн уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче фронтра тата тылра кăтартнă паттăрлăхсем çав тери интереслĕ.