22 декабря 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн управленийĕн (патшалăх учрежденийĕн) Канаш хулипе районĕн пайне ырă хыпар çитнĕ. Вăл кунта ĕçлекен С.Васильева ячĕпе çыхăннă. Светлана Николаевнăна халăхăн социаллă хÿтлĕхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Чăваш Республикин Президенчĕн 2010 çулхи раштавăн 15-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн "Чăваш Республикин халăхăн социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.
Раштавăн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче Чăваш кĕнеке издательстви 90 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă пуху иртнĕ. Издательствăн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн директорĕ В.Комиссаров паллаштарнă. Коллектива юбилей ячĕпе Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, культура министрĕ Р.Лизакова саламланă.
Кĕнеке кăларас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн патшалăх наградисене тивĕç пулнисем хушшинче пирĕн районти Пукăртан ялĕнче çут тĕнчене килнĕ В.Алексеев та пур. Валерий Николаевич "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.