АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ĕçĕсем храмсене илем кÿреççĕ

17 декабря 2010 г.

Раштав уйăхĕн пирвайхи кунĕсенче Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче Иван Александров профессионал художникăн картинисен куравĕ уçăлчĕ.

Иван Васильевич Александров 1976 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче Ухман ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан хулари технологи хатĕрĕсен заводĕнче художник-оформитель пулса ĕçленĕ, çарта службăра пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ÿкерме юратнă. Ÿкерме хавхалантараканĕ тата вĕрентсе пыраканĕ ашшĕ пулнă тет.

2002 çулта Шупашкарти художество училищине вĕренсе пĕтерсен Санкт-Петербургри художество академине кайса кĕнĕ. 2009 çулта А.К.Крылов ертсе пыракан чиркÿпе истори ÿнерĕн монументаллă мастерскойне лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Санкт-Петербургри Духовнăй Академин тата Семинарин Турă сăмахне çыракан Иоанн аппостолăн храмне çĕнетнĕ, çавăн пекех Ленинград облаçĕнчи Сосновый Бор хулинчи Неопалимая Купина чиркĕвне çырнă çĕрте ĕçлет.

Канашри музейра уçăлнă куравра храмсем валли ÿкернĕ ĕçсен проекчĕсене, студент вăхăтĕнчи ĕçсене, чиркÿ ÿнерне курма пулать. Художникăн ĕçĕсенче Кириллпа Мефодий, Петрпа Павел, Сергий Радонежский, Серафим Саровский тата ытти çветтуйсен сăнĕсем калăпланнă.

Курав презентацине Иван Александровăн тăванĕсем, юлташĕсем, Т.Кашкаров, В.Лебедев, Г.Захаров, И.Егоров, А.Владимиров, ытти художниксем, шкул ачисем хутшăнчĕç. Тĕл пулăва килнисем картинăсене чăн-чăн профессионал ÿкернине палăртрĕç.

И. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика