17 декабря 2010 г.
Пĕрлехи информаци кунĕ республика представителĕсем район администрацийĕн тытăмĕнчи подразделенисене, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансенчен йĕркеленĕ информушкăнсемпе тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Федераци казначействин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи И.Клюкова тата райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов савăнăçлă лару-тăрура районти ялсенче пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене, пĕтĕмпе тăххăрăн, хваттер е çурт туянма е тума социаллă тÿлев илме ирĕк панине ĕнентерекен хутсем пачĕç. Çакă "Яла 2012 çулччен аталантарасси" наци проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă.
Информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти халăхпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.Медведев Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвне тата Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырусенчи тĕп положенисене пурнăçа мĕнле кĕртесси, "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ" федераллă саккунăн проектне сÿтсе явасси çинчен калаçрĕç.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Д.Медведевăн тата Чăваш Ен Президенчĕн М.Игнатьевăн пысăк пĕлтерĕшлĕ докуменчĕсем 2011 çул валли тĕллевсем лартма пулăшаççĕ. Республика ертÿçин "Çамрăксене шанмалла!" Çырăвĕ – кашни пуçлăхшăн, кашни çыншăн хамăр мĕн тунине тата мĕн тумаллине хакламалли программа, республика влаçĕ халăхшăн уçă пулнине, унпа канашлама тăрăшнине, пĕр чĕлхе тупма пултарнине, малашлăха талпăнма пĕр çул шыранине çирĕплетекен документ. Унта Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн пăшăрханни, уншăн кашни çын тăрăшса ĕçлесессĕн вăл çутă пуласси палăрать.
Тĕл пулусенче энерги перекетлессипе, экологипе, нанотехнологисене аталантарассипе, социаллă пурнăçпа экономика программисене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусем малти вырăнта тăчĕç. Ял çыннисене çулсемпе урамсене юртан тасатса тăрассине мĕнле йĕркелени, ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçсем тума палăртни, ача сачĕсем тăвасси, çĕнĕ урамсене электричество кĕртесси, харпăр хăй хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх тытма патшалăх енчен мĕнле пулăшу пуласси интереслентерчĕç.
В.АЧЧА.