АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Семинар пурин кăмăлне те ларнă

15 декабря 2010 г.

 

Шуркасси вăтам шкулĕнче социаллă педагогсен тата психолог педагогсен "Çемье хутшăнăвĕсен пĕрешкеллĕхĕ – сывă пурнăç йĕли-йĕркин никĕсĕ" темăпа семинар ирттернĕ. Çак семинар тĕлне 6-мĕш класра вĕренекенсем "Манăн çемье" стена хаçачĕ кăларнă. Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ анкетăри ыйтусене хуравланă.

Н.Григорьева педагог йĕркеленĕ уçă урокра "Эпĕ тата манăн çемье" темăна тишкернĕ. Мероприятире ачасемпе ĕçлес ăслайсемпе усă курнă, хăвăн сывлăхна упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Янкăлч вăтам шкулĕн социаллă педагогĕ Т. Петрова 7-мĕш класра вĕренекенсемпе профессисем çинчен калаçнă. Презентацисене пăхнă вăхăтрах вăйăсем тата конкурссем пулнă, валеçсе панă материалсемпе ĕçленĕ, "модăна" кĕнĕ профессисемпе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика