АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул директорне айăплаççĕ

15 декабря 2010 г.

Тăвайĕнчи вăтам шкул директорĕ тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ. Айăпланакан çын çав вăхăтрах Чăваш патшалăх университечĕн Тăвайĕнчи представительствине те ертсе пырать, Тăвай районĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ те. Шкул директорне РФ УКан 159-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн (ĕç вырăнĕпе усă курса улталани – икĕ эпизод) айăплаççĕ.

Верси шухăшĕпе, 2006-2009 çулсенче "трактор ĕçĕ" тата "автоĕç" ушкăнсенче вĕренекен 85 ачаран директор 100-шер тенкĕ укçа пуçтарнă пулнă. Вăл çак укçа трактористсене тата водительсене хатĕрленине палăртакан свидетельство бланкĕсене туянма кирлĕ тесе улталанă. Пĕтĕмпе ултавлă мелпе вăл ачасенчен 8 пин те 500 тенкĕ пуçтарса илнĕ.

Унсăр пуçне, 2003 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 2008 çулхи авăн уйăхĕччен вăлах суя документсемпе тепĕр çыннăн ĕç укçине илсе тăнă. Ку пулăм Чăваш патшалăх университечĕн Тăвайĕнчи представительствинче пулса иртнĕ, директор ултавне пула документсене йĕркелесе пыракан çын 63 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ.

Следовательсем айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсе Тăвайĕнчи районти суда ярса панă.

Уголовнăй ĕçе Чăваш Республикинчи Следстви комитечĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕпченĕ.

Я.СЕРГЕЕВ, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика