15 декабря 2010 г.
Таня Григорьева Вăтакас Татмăш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет. Вăл кĕçĕн класранпах "5" паллăпа ĕлкĕрсе пырать, районта тата республикăра ирттерекен мероприятисене тăтăшах хутшăнать.
9-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхипе тата литературипе йĕркеленĕ олимпиадăсене хутшăнса икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ.
Таня кăçал та ытти тĕрлĕ конкурсра палăрма пултарчĕ. Республикăра ирттернĕ "Урхамахсем тăраç тапăртатса" конкурсра, сăмахран, "Урхамах парни" юмаха çырса 3-мĕш вырăна тухрĕ. Районта 11-мĕш классем хушшинче чăваш чĕлхипе тата литературипе йĕркелесе ирттернĕ олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Хими предмечĕпе 3-мĕш вырăна тухрĕ.
Пушă вăхăт тупăнсан пултаруллă хĕр упраç сăвă-калав çырать. Сăвăсене илемлĕ вулассипе районта ирттекен конкурссене хутшăнать. Таньăна вĕренÿре малашне те пысăк çитĕнÿсем туса пыма ăнăçу сунатпăр.
Е.ГРИГОРЬЕВА, директор çумĕ.