АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрлак кăтартĕ инкек

15 декабря 2010 г.

Çанталăк кунран кун тĕлĕнтерет. Тулта хĕл хуçаланнине пăхмасăрах тăрсан-тăрсан çумăр çуса илет. Сывлăш температури нуль градусран кăшт аяларах ансассăн тÿперен кăпăшка юр тăкăнма тытăнать. Çак сăлтава пула çулсем пăрлакланаççĕ, вĕсене юртан вăхăтра тасатса ĕлкĕрейменнипе автомашинăсем чăрмавлăн малалла куçаççĕ. Çул пăрлă тата юрлă пулни чылай чухне пысăк инкексем патне те илсе çитерет, çавăнпа та çула тухсан кун пек çанталăкра уйрăмах асăрхануллă пулмалла, васкани тата пуçтахланни ырăпа вĕçленмĕ.

Халĕ иртнĕ уйăхра пулса иртнĕ автоинкексене тишкерсе тухар-ха. Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен Уçырма ялĕ çывăхĕнче "ГАЗ" автомашина кузовĕнчен хăмасем тухса ÿкнĕ. Сăлтавĕ - водитель çула тухиччен хăмасем еплерех выртнине тĕплĕн тĕрĕслеменни. Çак айванлăха пула хирĕç куçăмпа килекен "форд" тата "ЗИЛ" автомашинăсем инкек тÿснĕ. "ЗИЛ" рульне тытса пынă водитель питне чĕркелентернĕ, ăна медицина пулăшăвĕпе вырăнтах тивĕçтернĕ. Адмтĕпчев пырать.

Тепĕр кунхине, каçхине çичĕ сехет тĕлнелле, Канаш каччи "ВАЗ-21099" автомашинипе Атнаш ялĕ çывăхĕнче çуран утса пыракан арçын çине пырса кĕнĕ. Инкек тÿснĕскер Сухайкасси ялĕнче пурăнать, вăл сурансемпе районти тĕп больницăна лекнĕ.

Тепĕр аварие чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче шута илнĕ, анчах та вăл палăртнă уйăхăн 12-мĕш числинчех пулса иртнĕ. Шăхасан каччи, "ВАЗ-2112" рульне тытса пынăскер, "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçулăн 37-мĕш километрĕнчи пĕр хĕреслĕ çул çинче "ГАЗ-330232" автомашинăна çул паман. Çак сăлтава пула вĕсем лексе иртнĕ. "Жигулин" 12-мĕш моделĕнче ларса пынă хĕр упраç тепĕр виçĕ кунтан Шупашкарти васкавлă пулăшу больницине пынă. Унăн мăй мышци тăсăлнă пулнă иккен. Ку ĕçе административлă майпа тĕпчеççĕ.

Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Маяк ялĕ çывăхĕнче çурма прицеп çаклатнă "Камаз" кювета чăмнă. Çак автомашинăна Патăрьелĕнче пурăнакан водитель тытса пынă, кузовра контейнерсем пулнă. Водитель машина рульне кирлĕ пек тытса пырайманнипе "Камаз" чи малтан çулăн сылтăм айккине анса кайма пуçланă, анчах та каярах çул урлă каçса сулахай енне ÿкнĕ. Автоинкекре водитель хытах аманнă, ăна районти тĕп больницăна ăсатнă.

Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче çурçĕр иртсен "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çинче, Карăклă ялĕ патĕнче, тепĕр автомашина кювета чăмнă. Сăлтавĕ – пĕрешкел. "Шевроле нива" салонĕнче ларса пынă хĕрарăм йывăр сурансемпе хулари больницăна лекнĕ.

Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Маякра пурăннă икĕ арçын "toyota" автомашинăпа ялне таврăнма тухнă, анчах та çитеймен. Воронцовка ялĕ çывăхĕнче вĕсен автомашини "выляса" кайнă та хирĕç килекен автотранспорт çулĕ çине куçса ларнă. Çав самантра вĕсене хирĕç "ГАЗ-КУПАВА" машина килнĕ пулнă. Ку автоинкекре "toyota" салонĕнче пулнă арçынсем иккĕшĕ те сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă.

Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче каçхине пилĕк сехет тĕлнелле "Шăхасан-Калинино" автоçулăн 2-мĕш километрĕ çумĕнчи хĕреслĕ çул çинче пĕр автомашина теприне каллех çул паман. Çак сăлтава пула икĕ "десятка" çапăннă. Икĕ водитель тата пассажир хĕрарăм районти тĕп больницăна лекнĕ, тухтăрсем медицина пулăшăвĕ панă хыççăн вĕсене килĕсене янă.

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче шута илнĕ инкек чылай маларах пулса иртнĕ. Мускав хулинчи васкавлă пулăшу ушкăнĕ чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Канаш каччине больницăна илсе пынă. Хальхи вăхăтра вăл тĕп хуламăрта пурăнать. Унăн пуç мими чĕтреннĕ тата çурăм шăмми аманнă пулнă. Çак йĕкĕт виçĕ кун маларах Çĕнĕ Мами выççăлккинче скутерпа ярăнса çÿренĕ, анчах та ăнсăртран ÿксе аманнă.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика