15 декабря 2010 г.
Шаккăлти культура çуртне пухăннă çамрăксемпе сăра çинчен калаçнă. Çак шĕвек çын сывлăхне сиен кÿмест пек туйăнать. Çук çав, ку – ултавлă шухăш. Вăл уйрăмах арçын шутне кĕмен яшсен организмне ним шелсĕр "тустарать". Сăра алкоголизмĕ эрехĕннинчен те хăвăртрах аталанать. Унра этил спирчĕсĕр пуçне сиенлĕ япаласем татах та пур: мăнтăрлатать, юн тымарĕсене сарать, пĕвер чирĕ, гепатит пуçланать, пит-куç тăртăнать, çын ăсран чакать.
Сăра пĕр вĕçĕм ĕçнине пула организмра йĕркеллĕ ĕçлекен пĕр орган та юлманнине итлесе ларакансем пит лайăх ăнланчĕç. Сăрана алкоголь шутне кĕртнĕ, çавăнпа та ăна çул çитмен çамрăксене сутма чарнă. Анчах та çав саккуна пăхăнакан сутуçăсем нумаях мар. Кунта çамрăкăн хăйне хăй тытма пĕлни пит кирлĕ. Ăс тени ялан малта пулмалла.
А.ВИТАЛЬЕВ.