АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иванов тухтăр ракран сыватать

15 декабря 2010 г.

Михаил Иванович Иванова районта чылай çын пĕлет. Нумай çул хушши вăл Шăхасанта район больницинче анестезиолог пулса ĕçленĕ, çав вăхăтрах тĕрлĕрен сăлтава пула сывлăхĕ хавшанă çынсене йĕппе чиксе ("иглоукалывание" тетпĕр-ха ăна вырăсла) чир-чĕртен сыватнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Çак кунсенче Михаил Иванович "Канаш ен" хаçат редакцине кĕрсе тухрĕ.

- Йĕппе чиксе кăна мар, вĕри шывра лартса та хăрушă чиртен сыватнă тĕслĕх пулнă манăн, - терĕ Михаил Иванович, хăйĕн калаçăвне пуçланă май. - Хирурги уйрăмĕнче сестрара Ира ятлă Атнаш хĕрарăмĕ ĕçлетчĕ. Амăшĕ питĕ йывăр чирлĕ пулнă унăн. Тен, ăна мĕнле майпа та пулин сыватма пулмасть-ши тесе хăйсен ялне илсе кайрĕ. Пÿртĕнче шăршă, сывлама май çук. Амăшĕн хул айĕсенчен, кăвапаран аяларахран пÿр юхать. Ăна курсан çÿç-пуç вирелле тăрса кайрĕ - çын чĕрĕллех çĕрет. Диагнозĕ паллă: ÿт-тир ракĕн тăваттăмĕш, юлашки тапхăрĕ. Ăна никам та, нимĕнле майпа та сыватма пултараймасть. Çын чĕрĕллех çĕрсе вилет. Шикленмеллипех шиклентĕм - ку чир хама ерсен мана кам сыватĕ;

Хусанта медицина институтĕнче вĕреннĕ чухне пире ÿт-тир ракĕ пирки пĕр лекци те вуламан, пĕлмен эпир ун çинчен. Тĕрлĕрен литература вулама пуçларăм. Китайра, Японире, Тибетра, Европăра врачсем çак чирпе мĕнле кĕрешни çинчен пĕлтĕм. Çыннăн организмĕ хавшасан иммунитет вăйсăрланать, ăна вируссем, микробсем тапăнаççĕ. Ÿт айĕнчи лимфа тĕввисем ÿссе хăпарма, çĕрме пуçлаççĕ, пÿр юхма тытăнать. Нумай та вăхăт иртмест, çав пÿр юна лекет, "сепсис" теççĕ юн чирне, çын вилет.

Çак чире сыватма хама валли Менделеев таблици евĕр схема турăм. Ракран çынна 42 кун хушшинче сыватма пулать. Пĕрремĕш эрнере кашни кун клизма лартса пыршăлăха тасатмалла. Иккĕмĕш эрнере - кун сиктерсе, виççĕмĕшĕнче - икĕ кун сиктерсе, тăваттăмĕшĕнче - виçĕ кунтан, пиллĕкĕмĕш тата улттăмĕш эрнесенче пĕрер хут. Мĕн пурĕ 17 хутчен клизма лартмалла.

Иккĕмĕшĕ - 42 кун хушши вĕри мунчара тимĕр каткара мăй таран вĕри шывра 15 минут (чăтнă таран) лармалла. Мĕншĕн тесен рак клеткисем вĕрине 41 градусран ытла чăтаймаççĕ.

Эпĕ çак меслетпе сирĕн Пĕршенер хĕрарăмне сыватнăччĕ. Илтмен-и; Унăн та лимфа мăкăлĕсем хул айĕнчеччĕ, ыттисем кăвапаран аяларахра. Греци мăйăрĕ пысăкăшехчĕ мăкăлĕсем, анчах шăтайманччĕ. Сирĕн ял хĕрарăмне Фирс Григорьевич диагноз лартнă та, операцине Шупашкара ярасшăн пулнă хăйĕн ывăлĕ патне. Ялти çыннăн ĕç нумай вĕт, хĕрарăм вăхăтра каяйман операцине. Фирс Григорьевич патне тепре пырать, лешĕ калать: эсир кая юлнă, ÿт çинчи пĕтĕм тире сÿме май çук. Ниçта кайма аптăранипе çак хĕрарăм ман пата пычĕ, малтан сире каласа панă меслетпе сывалма килĕшрĕ. Вăл сывалчĕ.

Тата тепĕр япала çинчен каласа хăвармалла. Сывалас текен çыннăн 42 кун апат çимелле мар. Шыв мĕн ĕçес килнĕ таран ĕçме юрать.

– Михаил Иванович, ăша пĕр тĕпренчĕк ямасăр 42 кун чăтма пулать-и вара;

- Эрнере икĕ хутчен сухан яшки çини пăсмасть: шыв, сухан, тăвар. Урăх нимĕн те ямалла мар. Ку Тибет медицинин рецепчĕ. Сирĕн ял хĕрарăмĕ те ыйтнăччĕ, эпĕ выçă вилместĕп-и тесе. Чĕрĕ юлас тетĕн пулсан чăтатăн, терĕм. Ун çинчен калама та аван мар та, çапах каласа хăварас тетĕп сире. Эпĕ ăна кашни кун 4 хутчен 100-шер грамм килте юхтарнă эрехе ĕçме хушрăм. Вăт çапла вăл 42 кун хушшинче сывалчĕ. Ăна ялта çÿренине куратăр-и;

- Паян та автобуспа хулана пĕрле килнĕччĕ.

- Вăт, вăт... Тепĕр çынна ÿпке ракĕнчен сыватрăм - Руссков Николай Ильича, вăл чукун çул транспорчĕн инженерĕччĕ, виççĕмĕш группăри инвалид, арăмĕ те сывă марччĕ. Ăна 3-4 уйăх сыватма тиврĕ, халĕ унăн ÿпки тап-таса.

– Эрех ĕçтерсе, вĕри шывра лартса, выçă усраса сыватмарăр пулĕ те;

- Çук, вуçех урăхла. Хальлĕхе ку вăрттăнлăха никама та пĕлтерес мар-ха, хамрах юлтăр. Тата 79 çулти Канаш хĕрарăмне полиартритран - сыпă чирĕнчен сыватрăм. Вăл кунĕн-çĕрĕн ыратнипе килте макăрса ларнă, ниçта та тухса çÿреймен. Халĕ пасара та, лавккасене те, хула паркне те çÿрет. Мана хама та кăмăллă çынна ырă тума пултарнăшăн.

Шăхасанта физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комлекса уçсан унта мана валли пĕр пÿлĕм уйăрма май çук-ши тесе район администрацине кайрăм: "Çынсене сиплес кăмăл пур, ман опыт та çителĕклĕ", - терĕм. "Эсĕ пенсионер, лар килте, кунта сансăр та ĕç темĕн чухлех!" - тесе ăсатса кăларсах ячĕç. Кăмăлсăрлантăм паллах. Кайран ниçта та кĕлмĕçленсе çÿремен, ыйтман. Çынсем питĕ ыйтсан килĕсене кайса сывататăп.

- Михаил Иванович, эсир йĕппе тирсе те тĕрлĕ чир-чĕртен сыватнă вĕт-ха çынсене;

- Халĕ те сывататăп. Иглотерапине эпĕ виçĕ хутчен Хусана кайса вĕреннĕ. Шăхасанта пĕр хĕрарăма операци тунă чухне ун эмеле аллерги пулнă пирки йĕппе тирсе ыратнине туйми турăм. Полиартритпа остеохондроза эмелпе те сыватма пулать, анчах хальхи эмел хакĕсене пăхăр-ха аптекăра - нимĕнле ĕç укçи те, пенси те çитес çук. Йĕппе тирсе çак чирсене 5 курс хушшинче сыватма пулать. Эпĕ гаранти пама пултаратăп.

Ĕçке ярăннă, туртма пăрахма вăй-хал çитереймен районти чылай паллă çынна эпĕ сыватса урă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çынсен хăйсен кăмăлĕ, ăнтăлăвĕ анчах пултăр.

- Михаил Иванович, эсир ĕçсĕр лармастăр, пĕрмаях шыравра. Халĕ мĕн канăç памасть сире;

- Халăх хушшинче рак чирĕ анлă сарăлать. Çак чиртен профилактика туса сыхланмалли меслетсене системăласшăн. Ку ĕçре мана Тибет, Китай медицина опычĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Кирлĕ литература манăн çителĕклĕ.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика