15 декабря 2010 г.
Çĕр çинче лайăх çын нумай. Вĕсем пире пурăнма, юратма, Çын пулма вĕрентеççĕ. Вĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăнта тăраканни, пирĕн шутпа, учитель. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне нумай çĕннине ăса илетпĕр. Çакăншăн учительсене тата хамăрăн класс ертÿçине Мария Григорьевна Григорьевăна тав тăватпăр.
Пирĕн класс ертÿçи Мария Григорьевна Аслă Мами ялĕнче çуралнă. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкул хыççăн Канашри 2-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. Хĕр учительница пулма ĕмĕтленнĕ. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухсан Чакаç вăтам шкулĕнче ĕçлеме пуçланă.
Унтанпа миçемĕш çул ĕнтĕ Мария Григорьевна пирĕн шкулта математика вĕрентет. Шкул вĕренсе пĕтернисем ăна паян та тав тăваççĕ. Унăн урокĕсем яланах интереслĕ иртеççĕ, çĕнĕ материала асра юлмалла ăнлантарать. Çавăнпах-тăр чылай ача математикăна юратса вĕренет. Пирĕн шкул ачисем математикăпа район олимпиадинче малти вырăнсене те йышăнаççĕ. Акă кăçал та пирĕн класри Андрей Иванов район олимпиадинче иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
Мария Григорьевна хăйĕн профессине, чи кирли вара – пире, ачасене, юратать тата ăнланать. Вăл ăслă, ырă, уçă кăмăллă, туйăмлă. Унран кирек хăш самантра та пулăшу ыйтма пулать. Вăл пирĕншĕн йывăр туйăнакан ыйтăва та çăмăллăнах татса пама пултарать. Тепĕр чухне эпир ăна хамăрăн вăрттăнлăхсене те уçса паратпăр. Класс сехечĕсенче вăл пирĕнте çынлăх туйăмне аталантарать, çынсемпе хутшăнма, кăмăл-сипет тĕлĕшĕн-чен ырă пулма вĕрентет. Пирĕншĕн вăл çĕр çинчи чи лайăх çын, эпир ун пек пулма тăрăшатпăр.
Упăшкипе Петр Павловичпа икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, ачисемпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ вĕсем. Аслă ывăлĕ Владислав Раççей çарĕн офицерĕ, Мускавра службăра тăрать. Кĕçĕнни Павел та Мускавра пурăнать, университетра вĕренет. Раштавăн 10-мĕшĕнче пирĕн шкулта Вĕрентекен çулталăкне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Эпир хамăр шкулти мĕнпур учителе тата класс ертÿçине Мария Григорьевнăна чун-чĕререн саламлатпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, пысăк çитĕнÿсем, телей сунатпăр.
Шкултан вăтам пĕлÿ илсе тухиччен, юратнă вĕрентекенсенчен уйрăличчен пирĕн тата икĕ çул вĕренмелле-ха. Анчах та çакна çирĕп пĕлсе тăратпăр: шкула çÿренĕ чухнехи телейлĕ те хаваслă вăхăтсем, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшакан учительсем пирĕн асра ĕмĕрлĕхе юлаççĕ.
9-мĕш класс вĕренекенĕсем. Чакаç шкулĕ.