15 декабря 2010 г.
Вĕрентекен... Çак сăмаха епле хак пама пултаратпăр-ха эпир; Чи малтанах педагога çамрăк ăрăва çирĕп ăс-тăн тата тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма пулăшакан яваплă çын тесе калас килет. Шкулта кунсеренех ачасемпе пĕрле пулнă май чунĕпе вăл хăй те яланах "ача". Учитель ачасем валли пĕлÿ тĕнчин вăрттăнлăхĕсене уçнипе пĕрлех вĕсенчен ырă çын тăвас тесе ырми-канми тăрăшать, талантне асăрхаса малалла аталантарса пыма пулăшать.
Хаçат вулакансене Вăтапуç салинче çуралса ÿснĕ Валентина Геннадьевна Лукинапа паллаштарас килет. Вăл ачасене пĕлÿ парас ĕçре 16 çул тăрăшать, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 21 çул.
Валентина 1972 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Геннадий Дмитриевичпа Раиса Петровна Гавриловсен çемйинче çуралнă. Çемьере тăватă ача çитĕннĕ. Валя асли пулнă, çавна май унăн кĕçĕннисене тăтăшах пăхма лекнĕ. Пĕчĕкскерсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултарнăран хĕр упраç вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти 73-мĕш " ача садне ĕçе вырнаçнă.
1992 çулта В.Лукина Шупашкарти педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
Пирĕн калаçăва итлесе ларакан мăшăрĕ Леонид Михайлович хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкарĕ:
– Эпир пĕрле выляса ÿснĕ. Ÿссе çитсен пĕрлешесси çинчен шутламан паллах. Валентина Шупашкара тухса кайсан анчах чуна çывăх пулнине ăнкарса илтĕм. Ытти каччăсем асăрхиччен 1991 çулта çемье çавăрса ăна Вăтапуçне илсе килтĕм.
1996 çултанпа Валентина Геннадьевна Вăтапуç шкулĕнче тăрăшать. Çак çулсем хушшинче вăл кĕçĕн класс ачисене те вĕрентнĕ, директор пулса шкула та ертсе пынă, аслă вожатăйра та тимленĕ, халĕ, акă, каллех директор ĕçĕсене пурнăçласа пырать.
Аслă вожатăйăн ĕçĕ çăмăлах мар. Тăтăшах çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисем хатĕрлемелле. Вĕсене ачасене явăçтарма тăрăшмалла, тĕл пулусене интереслĕ ирттерсе хăнасене тĕлĕнтерме пĕлмелле. Çак ĕçсене В.Лукина пурне те тивĕçлĕ шайра туса пырать.
2009 çулта Вăтапуç шкулĕнче вĕренекенсем "Зарница" çар вăййинче ăмăртса 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç, республикăна кайма тивĕçлĕ пулчĕç. Çав çулах професси суйласа илессипе республикăри волонтерсен акцине хастар хутшăннăшăн вăтапуçсене Тав çырăвĕ парса хавхалантарнăччĕ.
"Ĕçне кура хисепĕ", – теççĕ халăхра. Валентина Геннадьевна грамотăсемпе дипломсене илме тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче район тата республика шайĕнчисем те пур.
Лукинсен çемйинче 2 хĕр çитĕнет. Светлана кăçал ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ, халĕ Хусанти технологи университетĕнче пĕлĕвне малалла аталантарать. Кĕçĕнни, Люба, 6-мĕш класра вĕренет.
Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Вăтапуç шкулĕ.