15 декабря 2010 г.
Кăçалхи чÿк уйăхĕнче район администрацийĕн гражданла тăрăм акчĕсене çыракан пайĕнче 33 ача çуралнине шута илнĕ. 17 арçын ача тата 16 хĕрача. 19 мăшăртан 12-шĕ çырăннине савăнăçлă лару-тăрура паллă тума кăмăл тунă.
Иртнĕ уйăхра 69 çын вилнĕ: 38 арçынпа 31 хĕрарăм. Пурнăçран уйрăлнă арçынсен вăтам çулĕ – 55, хĕрарăмсен – 75.
Икĕ çемье арканнă, ку иртни çулхинчен 5 мăшăр сахалтарах.