АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах конституци çинчен пычĕ

15 декабря 2010 г.

Вырсарни кун, раштавăн 12-мĕшĕнче, Раççей федерацийĕн Конституцийĕн кунне паллă турăмăр. Çак ятпа пирĕн районта та тĕрлĕ мероприяти иртрĕ, вĕсенчен пĕри, çавра сĕтел – тĕп библиотекăра. Унта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ А.Павлова этемĕн чи пĕлтерĕшлĕ прависене ăнлантарса пачĕ. Çавăн пекех Раççей Çарĕнче службăра тăрасси каччăсен сăваплă тивĕçĕ пулни çинче чарăнса тăчĕ.

Библиотекăра "Саккун мĕнле ĕçлет" темăпа буклетсем тата правасен астумалăхне хатĕрленĕ, "Раççей Конституцийĕ – çĕршывăн тĕп саккунĕ" ятпа литературăн информаци куравне йĕркеленĕ. Калаçу хыççăн "Хăвăн правусене пĕлетĕн-и эсĕ;" вăйă программи ирттерчĕç. Мероприяти вĕçĕнче пурне те асăнмалăх пĕчĕк парне пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика