АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машинăн каркасне çеç хăварнă

15 декабря 2010 г.

2008 çулхи çулла пулнă ку ĕç. Вырăскас Пикшихре пурăнакан Алексей Чăрăшкассине тăванĕсем патне кайнă пулнă. Çĕрле 23 сехетсенче килне килме тухнă. Вырăскас Пикших ялĕнчен таврăннă чухне Алексейăн "ВАЗ-2101" çăмăл машини Ухман ялĕ çывăхĕнчи переезд урлă каçсан пăсăлса ларнă. Хуçи машина алăкĕсене питĕрсе илнĕ те килне кайнă. Тепĕр кунне пушă вăхăт пулманнипе машинăна килсе илеймен. "Волга" автотрассăна хута янăранпа кунта транспорт юхăмĕ малтанхи пек мар, çул çÿрекенсем нумаййăн. Тата хаклă япалана темиçе кунлăха ют ял патĕнче лартса хăварма ытла та айван пулмалла-тăр. Алексей шар курма пултарасси çинчен шутламан-ши вара;

Çул çинче хуçасăр ларакан çăмăл машинăна вăрăсем, паллах, тÿрех асăрханă, хăйсене кирлĕ пайсене кăларса илсе "копейкăн" каркасне кăна тăратса хăварнă. Шăратса тунă дисклă виçĕ урапа, ахаль дисклă икĕ урапа, малти тата хыçалти кантăксем, малти фарăсем, ларкăч çине тăхăнтармалли икĕ чехол, "Дживиси" автомагнитола, тăватă "Пионер" аудиоколонка, карбюратор, радиатор, бензонассус, аккумулятор, огнетушитель, аптечка, "Мистерии" сасса вăйлатмалли хатĕр, уçăсен пуххи кĕске вăхăтрах хăйсен çĕнĕ "хуçине" тупнă. Алексея пĕр талăкра 32200 тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ. Вăл пĕр каçра машинăсăр тăрса юлнă тесен те тĕрĕсех.

Талăкран машинине чĕртсе каяс тесе переезд патне таврăннă та хăй нимсĕр тăрса юлнине ăнланса илнĕ, тÿрех милицие евитленĕ. "Заслон-2" ушкăн çĕрле засада йĕркеленĕ, милиционерсемпе пĕрле Алексей та вăрăсене сыхланă. Шăп çак каç хуçасăр машина патне çурçĕр иртне пĕр сехетсенче тепĕр вăрă килсе тухнă. Вăл хăйĕн çăмăл машини иртен-çÿренсен куçĕ тĕлне ан пултăр тесе ăна райпон Ухманти магазинĕ умне лартса хăварнă. Урапасăр, кантăксăр машина ăшĕнче юлнă икĕ ларкăчран пĕрне кăларса илнĕ, теприне кăларма пикенсен ăна милицисем алăранах ярса тытнă. Вăрăн ирĕксĕрех хăйĕн айăпне йышăнма тивнĕ.

Вăл каланă тăрăх, унăн çăмăл машинин ларкăчĕ кивĕ пулнă. Çакăн çинчен вăл пĕрле ĕçлекенсемпе калаçнă чухне сăмах хускатнă. Пĕр арçын ăна Ухман ялĕ çывăхĕнче çул хĕрринче ни кантăкĕсем, ни ураписем çук "копейка" ларни çинчен каланă. Çакна хăлхана чиксе юлнă та çĕрле юлташĕпе пĕрле çула тухнă. Анчах шутласа хунине вĕçне çитерме май килмен. Милицисем ярса тытнă. Малтан калаçса килĕшсе ушкăнпа преступлени тунăшăн явап тытма тивет вĕсен.

И.НИКОЛАЕВА, следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика