АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутар юрри-кĕвви янăранă

15 декабря 2010 г.

Тунти кун Канашри Культура керменĕнче тутар культурин кунне ирттернĕ. Ăна Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культурин автономийĕ Раççей Федерацийĕнчи тутар ялĕсен ассоциацийĕпе тата Хусанти культура центрĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Мероприятине тутарсен наципе культура автономийĕн канашĕн членĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, учительсем, Чăваш Енти тутар ялĕсен представителĕсем килнĕ. Вĕсене хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников саламланă. Вăл малашне хулара сапантуй, тутар наци кĕрешĕвĕн ăмăртăвне ирттерме шутлани çинчен пĕлтерсен зал хыттăн алă çупнă. Канашра пурăнакансенчен 10 проценчĕ – тутарсем. Хулан социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче вĕсен тÿпи самаях сисĕмлĕ.

"Хусан" хореографи ансамблĕ, тутар эстрадин çăлтăрĕсен ушкăнĕ, Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнчи тутар фольклорĕн пултарулăх коллективĕ концерт лартса панă. Чăваш Республикинчи тутарсен "Вакыт" хаçат редакцийĕ тата тутарсен наципе культура автономийĕ çамрăк журналистсен "Кĕмĕл калем" конкурсне пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене дипломсем панă тата парнесем парса хавхалантарнă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика