10 декабря 2010 г.
Анне. Ытарайми чăваш сăмахĕ. Анне ячĕпе темĕн чухлĕ ырă, çепĕç, кăмăллă сăмах калас, унпа юнашар ларса ăшшăн калаçас килет.
Раççейре чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Аннесен кунне паллă тăваççĕ. Çак уявра ача-пăча амăшĕсене юрă-ташăпа, илемлĕ ÿкерчĕксемпе, хăйсем ăсталанă парнесемпе савăнтарать.
Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен пирĕн шкулта Çемье эрни иртрĕ. Çак тапхăрта ачасем аннесем çинчен сăвă-калав çырчĕç, ÿкерчĕксем ÿкерчĕç, парнесем ăсталарĕç. Унсăр пуçне ачасен амăшĕсен, асламăшĕсемпе кукамăшĕсен ал ĕçĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ пирĕн аннесем! Выставкăра тĕрленĕ минтер пичĕсем, тутăрсем, ал шăллисем, картинăсем, çыхнă çи-пуç тата ытти ĕçсем куракансене савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те. Ачасем амăшĕсен ĕçĕсемпе чăннипех мăнаçланчĕç.
Вĕренекенсен ĕçĕсене пăхса тухнă хыççăн хайлав çыракансем хушшинче çаксене палăртса хăварас килет: Марина Ивановăна, Оля Кузнецовăна (7-мĕш класс), Ксения Алендеевăна (5-мĕш класс), Роман Чернова (4-мĕш класс); сăвă çыракансем хушшинче: Оля Степановăна, Юлия Павловăна, Анастасия Васильевăна (4-мĕш класс), Екатерина Павловăна (7-мĕш класс), Полина Андреевăна (5-мĕш класс), И. Дмитриева (6-мĕш класс). Парне ăсталакансем хушшинче О.Степанова, А.Якимов (4-мĕш класс), Ю.Васильева (8-мĕш класс) палăрчĕç.
Çемье эрни амăшĕсен ячĕпе хатĕрленĕ концертпа вĕçленчĕ. Ачасем уява килнĕ амăшĕсене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç, çепĕç те ăшă сăмахсем каларĕç, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.
"Анне пире çутă пурнăç парнелет. Пĕчĕк чух та, çитĕнсе çитсе килтен тухса кайсан та анне пирĕншĕн кулянать. Пирĕн ăна яланах хисеплемелле. Сивĕ сăмахпа, киревсĕр ĕçпе нихăçан та кÿрентерес марччĕ. Тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕшĕн, çын тунăшăн аннесене тав тăвасчĕ пирĕн. Эпир яланах вĕсен умĕнче парăмра", – терĕç уява ертсе пыракансем.
А.ДОЛГОВА. Чакаç шкулĕ.