10 декабря 2010 г.
Ĕлĕк хĕр-упраç качча кайса упăшки килĕнче тĕпленсе пурăннă пулсан паян вара пач тепĕр май тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ: арçынсем хĕрарăм килне килеççĕ. Качча килни темех мар-ха, енчен те ар-çын хăйне йĕркеллĕ, тивĕçлипе кил хуçи пек тытать пулсан.
Вырăскас Пикших ялĕнчи пĕр хĕрарăм Кивĕ Ахпÿрт арçыннине килне кĕртнĕ те çулталăк хушши шар курса пурăннă. Еркĕнĕ тĕлĕнмелле кĕвĕçскер çакланнă çав ăна. Ун пеккисене урамри юпа çумне те кĕвĕçет теççĕ. Хĕрарăм патне тантăшĕсем кĕрсе калаçса ларнăшăн та лешĕн кайран пĕçерккĕ çиме тивнĕ.
Август уйăхĕн пĕр кунĕнче хĕрарăм килне упăшкинчен каярах юлса таврăннă та пуçланнă вара ахăр самана. Арçын арăмне малтан питĕнчен алăпа хунă, унтан çапса, тапса пĕтернĕ, хĕрарăм мăйĕнчи пĕчĕк турăш çакнă кантраран ярса тытнă та пăвма пикеннĕ. Ĕç-пуç анкартинче пулса иртнĕрен, юрать-ха кÿршисем асăрхаса чарнă. Çакăн хыççăн хĕрарăм еркĕнне урăх санпа пурăнмастăп тесе килĕнчен хăвалама пикеннĕ, упăшка вырăнне йышăнни ун патне çĕр каçма юлсан та калаçман.
Çакă арçынна пушшех те тарăхтарса çитернĕ. Вăл пĕр кунра виçĕ хутчен пынă хăй ăшă вырăн тупнă киле. Анчах арăмĕ унпа кашнинчех вăрçăннă. Юлашкинчен вăл çĕçĕ чиксе пынă. Çĕрле кил хуçине алăка уçтарса кĕрсе ăна вĕлерессипе хăратнă, хĕрарăм çĕççе туртса илес тесе аллине кастарса пĕтернĕ. Васкавлă пулăшу чĕнме тивнĕ. Кунпа кăна çырлахман-ха путсĕр, еркĕнĕн килне вут тĕртсе мĕнпур пурлăха кĕлпе вĕçтернĕ. Хĕрарăмпа унăн ачисене нимсĕр тăратса хăварнă. Паллах, çакăншăн преступник тивĕçлипе явап тытнă.
Л.ТАКМАКОВА, следователь.