АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухмăр тем те тутарать

10 декабря 2010 г.

В.В. ятлă арçын Анат Сурăм ялĕнче пурăнать. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен кăшт катăкрах, эрех ĕçмесĕр пĕр кун та тăраймасть, çавăнпах ĕнтĕ районăн тĕп больницинче нарколог врач патĕнче учетра тăрать. Судпа темиçе хутчен те айăпланнă.

В.В. кăçалхи август уйăхĕнче каллех преступлени тунă. Ирпе-ирех мухмăр аптратнипе вăл хăйсен ялĕнчи А.И. патне çул тытнă. Гаражра машинăпа аппаланакан кил хуçине: "Шăл ыратать, çавна ирттерме пĕр çур литр пар-ха", – тесе ыйтнă. Лешĕ арăмĕпе Канаша кайма васкани тата килĕнче нимĕнле эрех те çуккине пĕлтерсен ирĕксĕрех çаврăнса утма тивнĕ. Анчах пуçĕнче çавăнтах: "Ку килтен сутса эрех туянмалăх мĕн те пулин вăрлама пулать", – текен шухăш çуралнă. Çур сехетрен мухмăрпа аптранăскер А.И. хуçалăхĕ патне каялла таврăннă. Урама тухса çÿрекен алăк çинче çăра çакăнса тăнă. Апла килте никам та çук. В.В. çурт йĕри-тавра тĕплĕ сăнаса çаврăннă. Тимĕр хÿме урлă каçса пахчана кĕнĕ. Унтан каллех тепĕр тимĕр хÿме урлă каçнă – сада кĕрсе тăнă. Кирпĕчрен купаласа тунă çÿллĕ сарай çумне чикмек тайăнтарса хунине асăрханă. В.В. чикмек тăрăх хăпарнă та çулла пурăнмалли çуртăн мансарди витĕр тухса картишне аннă. В.В. ку хуçалăхра малтан пулса курнă, çавăнпа ăçта мĕн вырнаçнине лайăх пĕлнĕ. Веранда патне пынă та çăра уççи алăк çинчех пулнипе усă курса ăна уçса шала кĕнĕ. Тÿрех холодильник патне пынă, унта икĕ кĕленче коньяк эрех, сысна ашĕнчен, пахча çимĕçрен хатĕрленĕ апат-çимĕçе асăрханă. Вĕсене илсе чикнĕ. Пÿрте кĕнĕ, стенка туртминчен арçын нуски илсе тăхăннă.

Каялла тухса кайнă чухне вăрă алăксене питĕрсе хăварман. Сарай витĕр анкарти урлă урама тухса К.Кольцов ячĕллĕ парка çул тытнă. Хĕвне чикнĕ икĕ кĕленче коньякран пĕрне пĕтĕмпех ĕçсе янă, вара хăй те ăçта ларнă, çавăнтах "сÿннĕ" – çывăрса кайнă.

Хуларан таврăннă кил хуçи хĕрарăмĕ пÿрте ют çын кĕрсе тухнине тÿрех сиснĕ. Алăк çăри çинчи уçă та вăл чикнĕ пек мар, алкум урайне тĕл-тĕл пылчăкпа вараланă, холодильникран япаласем çухалнă, стенкăн туртмисене те ухтарнă – кĕпе-тумтире пăтраштарса пĕтернĕ. Çакăн çинчен хĕрарăм упăшкине каласа панă, лешĕ участковăя евитленĕ. Вăрра çийĕнчех тупнă, ара вăл ниçта та тарман-ха та – ял çумĕнчи паркара хуп турттарнă. Вăрланине тунман хайхискер, хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика