10 декабря 2010 г.
С.текен арçын кĕсье телефонĕпе усă курса И. хĕрарăмпа паллашнă. Кун хыççăн вĕсем темиçе хутчен тĕл пулкаланă-ха, анчах та вĕсен хушшинчи çыхăну-хутшăну çирĕпленеймен.
Кăçалхи июль уйăхĕн пĕр кунĕнче кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче И. хăй паллакан С. патне А. ялне хăнана килнĕ, унтах çĕр каçма юлнă. Çĕрле, çывăрма выртас умĕн, "Nokia" маркăллă кĕсье телефонне халат кĕсйине хунă. С. та унпа пĕр вырăн çинех выртнă, анчах арçын ниепле те çывăрса каяйман. Çĕнĕ пĕлĕшĕн телефонĕ ал айĕнчех пулнăран ун çинчен шутлама тивнĕ. Телефонĕ илемлĕ, çĕнĕ, тĕттĕмре те йăлтăртатса кăна тăнă. И. çывăрса каясса кăна кĕтнĕ С. Хĕрарăм пĕр тикĕссĕн сывлама тытăнсан меллĕ самантпа усă курса халат кĕсйинчи телефона кăларса илнĕ те хăй пĕлекен вырăна пытарса хунă. Унтан утиял ăшне И.-пе юнашар кĕрсе выртнă та ирчченех çывăрнă. Ирхине тăрсан И. телефон çухалнине асăрханă, С.-ран вăл телефона курман-и тесе ыйтнă. Çакăн хыççăн И. юмăçа кайса хăйĕн инкекĕ çинчен каласа панă. Юмăç телефон хĕрарăм тин кăна тухса килнĕ вырăнта пулнине пĕлтернĕ. И. пĕр тăхтаса тăмасăр С. пурăнакан киле вĕçтернĕ. Пÿртре ĕçсе ÿсĕрĕлнипе урайĕнче ним туйми выртакан С.-на курнă. Хĕрарăм арçынна çĕклесе вырăн çине вырттарас тенĕ, лешĕн футболка кĕсйинчен "Nokia" телефон тухса ÿкнĕ. И. хăйĕн телефонне илсе килне кайнă.
С.-на çав телефон пĕр самантлăха та канăç паман. И.-не каллех хăй патне чĕнсе илме шутланă, тĕлпулăва малтанхи евĕрлех йĕркеленĕ. Çав вырăн çинех çывăрма выртнă, телефона та çав халат кĕсйинех хунă. Ир кÿлĕм ăна кăларса илесшĕн пулнă, анчах... Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман, ку хутĕнче И. милицие евитленĕ. С.-н вара хăйне чылайранпа илĕртнĕ телефон çинчен яланлăхах манма тивнĕ.
Е.ИВАНОВ.