АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул столовăйне куç хывнă

10 декабря 2010 г.

Ушанарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тулли мар вăтам шкулта пулса иртнĕ ку ĕç. Ырă мар ĕç. Ăна тăваканнисем вара çул çитмен пĕр тăван çамрăксем. Вĕсем 2009 çулхи май уйăхĕнче ялти шкул столовăйне "иленнĕ". Пĕр эрне хушши столовăйри холодильникра упранакан апат-çимĕçпе тăранса пурăннă.

Пĕр тăвансенчен асли хăйĕн шăллĕне пĕрле "сунара" кайма сĕннĕ, лешĕ, паллах, килĕшнĕ. Пиччĕшĕн сăмахĕнчен иртни аван мар-çке. Тĕллевне те ăнлантарса панă. Пĕри столовăй путвалне аннă вăхăтра тепри хуралта тăрать, кам та пулин килес-тăвас пулсан тÿрех мĕнле те пулин паллă парса систерет. Çакăн пек йĕркепе вĕсем темиçе кун "ĕçленĕ".

Пирвайхи кун, майăн 3-мĕшĕнче, каçхине 5 сехетсенче, ун чухне тавралăх час тĕттĕмленмест, арçын ачасем усал шухăша пурнăçа кĕртес тĕллевпе хăйсен урамĕнчех вырнаçнă шкула çул тытнă. Вырăна çитсен шкулти путвалăн вентиляци шахтин тимĕр решеткеллĕ алăкне уçса пĕр тăвансенчен асли путвала аннă, шăллĕ алăк патĕнче сыхлама юлнă. Лешĕ холодильник камерине уçса унтан кăлпасси, 1 литрлă пĕр банка майонез, литр çурăллă томат пасти, виçĕ пачка маргарин, 50 катлет, кило çурă чăх ашĕ тултарса тухнă.

Тепĕр кунне каллех хăйсен ĕçне малалла тăснă. Çав вăхăтрах, çав вырăнтах, çав йĕркепех столовăйне кĕрсе икĕ пачка маргарин, 40 катлет, икĕ килограмм чăх ашĕ вăрласа тухнă. Çапла майпа вĕсем пилĕк хутчен преступлени тунă.

Холодильникран апат-çимĕç çухалнипе йăлт аптранă поварсем юлашкинчен засада йĕркеленĕ. Шкулта техслужащи пулса ĕçлекенсенчен пĕри каç кÿлĕм юриех шкула килнĕ. Пÿлĕмсене тĕрĕслесе çÿренĕ. Сумкăна çимеллисем тултарнă арçын ача шăпах ун аллине çакланнă та. Тинех тупăннă вăрăсем.

Пĕр тăвансем вăрланă çимĕçсен пĕр пайне килне илсе кайнă, вĕсенчен амăшĕ ачисене тутлă апат пĕçерсе çитернĕ. "Мĕнпе туянтăр кусене;" – тесе ыйтсан, кашнинчех: "Пĕр ватта ĕçлесе пулăшрăмăр та, вăл пире çавăншăн укçа пачĕ. Çав укçапа туянтăмăр", – тесе суйнă. Анчах суя пурпĕрех çиеле тухать çав. Арçын ачасен те хăйсен пуçтахла ĕçĕсем çинчен пакунлисене пĕтĕмпех каласа пама тивнĕ. Явап тытассинчен те хăтăлса юлайман вĕсем.

Н.ГРИГОРЬЕВА, районăн шалти ĕçсен пайĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика