АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕл ялĕнчи Лида майра

10 декабря 2010 г.

– Лида, эсĕ Смоленск тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Унта йăла-йĕрке те, пурнăç та хăйне евĕрлĕ. Вырăс "майри" чăваш ялĕнчи çĕнĕ пурнăçа еплерех хăнăхма пултарнă-ха; Çулсемпе çамрăках мар пулин те çак пулăма ăнланса илме питех те йывăр мана.

Манпа калаçма кăмăл тунă Лидия Викторовна Давыдова 45 çулта. Вăл тулли кĕлеткеллĕ, ун пеккисем çинчен час-часах юртса пыракан лашана та чарма пултарать, çунакан пÿрте те пĕр шиксĕрех кĕрет теççĕ. Вăл шÿт тунине лайăх ăнланать, калаçу пуçарсан хăй те çăвара шыв сыпсах тăмасть. Ялта ăна хамăр çын тесе пĕр иккĕленÿсĕрех калама пултараççĕ.

– Мана ялта пурăнакансем малтанлăха чăнах та "майра" тесе чĕнетчĕç. "Сывлăх сунатпăр, майра, ирех ăçта çул тытатăн-ха;" – тенине час-часах илтме пулатчĕ. Ял пурнăçне хăнăхма мана йывăрах пулмарĕ. Эпĕ хам та Смоленск облаçĕнчи Монастырщинск районĕнчи Свекровщина ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пирĕн ял малтан пысăкчĕ, совхозăн икĕ бригада пурччĕ. Анне фермăра ĕне сăватчĕ, атте платник пулса ĕçлетчĕ. Халĕ унта пурнăç пĕтнĕпе пĕрех, пуçламăш шкула, клуба тата магазина хупса лартнă. 3-4 кил-çурт çеç тăрса юлнă.

– Эсĕ Çеçпĕл ялне мĕнле лекме пултарнă-ха тата;

– Кунта мана, кĕскенрех калас пулсан, юрату илсе килчĕ. Хамăр Смоленск тăрăхĕнче эпĕ ял хуçалăх училищинчен вĕренсе тухнăччĕ, тракторист-машинист правине алла илнĕччĕ. Комсомолăн райкомĕнче инструктор пулса тимлеттĕм, кайран мана Чулхула облаçĕнчи Урень хулине вĕренме ячĕç. Ял хуçалăх техникумĕнче эпĕ пулас мăшăрăмпа Викторпа паллашрăм. Вăл унта манран пĕр çул маларах вĕренсе пыратчĕ. Вăл çынсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ. Эпĕ те хавас кăмăл-туйăмлăччĕ.

Техникумран вĕренсе тухсан вăл мана хăйсен ялне илсе килчĕ. Туйне унтах, 1986 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче, туса ирттертĕмĕр. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпĕ ĕçе тухрăм, бригадир пулăшуçи пулса тăтăм. Декрет хыççăн выльăх-чĕрлĕх фермине ертсе пыма пуçларăм, ку ĕçре эпĕ 15 çул тимлерĕм. Дояркăсем ĕçке ярăнсан ĕне те сунă, тислĕк те кăларнă.

Кайран йывăр вăхăт килсе çапрĕ, ферми те, хуçалăхĕ те пĕтсе ларчĕç. Эпĕ халăхран сĕт пуçтарма пуçларăм.

– Лида, эсĕ халĕ те халăхран сĕт пуçтарассипе тимлетĕн, ăна ăçта кайса леçетĕр-ха;

– Унччен сысна ĕрчетессипе ĕçленĕ "Дружба" комплекса турттаратпăр. Унта Агамерян Араик Сергеевич предприниматель йышăну пункчĕ уçнă. Унăн пиччĕшĕ Вадим Комсомольски районĕнче сĕт завочĕ тытать. Пуçтарнă сĕтрен унта тĕрлĕрен юр-вар ха-тĕрлеççĕ. Хатĕр продукцие Самара, Воронеж хулисене тата ытти регионсене ăсататпăр. Пирĕн сырсене илес текенсем питех те йышлă.

– Ку сырăн пĕр сорчĕ и вара;

– Çук, сорт нумай, сакăр-тăхăр тĕсе те çитет. Авăн уйăхĕнче Адлерта сырсен конкурс куравĕ иртнĕччĕ, унта пирĕн продукци пахалăх тĕлĕшĕпе "ылтăн" медале тивĕçрĕ. Вĕсене "Контрольная закупка" телепередачăра та лайăх енчен палăртса хăварнăччĕ.

– Лида, çĕнĕ çемьене хăнăхма йывăр пулмарĕ-и;

– Нимĕн чухлĕ те. Викторăн тăванĕсем мана хăйсен çемйине ăшшăн йышăнчĕç. Хуняма вырăс чĕлхине лайăх пĕлет, çавăнпа та калаçура йывăрлăхсем сиксе тухман.

Чăвашла пĕлменни малтан ĕçре чăрмавсем кăларса тăрататчĕ. Бригадăра ытларах ватă çынсем тăрăшатчĕç, вĕсен вырăс чĕлхи "уксахлатчĕ", эпĕ чăвашла калаçма пĕлместĕмччĕ. Анчах та ял-йыш мана пур-пĕр хăйсен çынни пекех йышăнчĕ. Эпĕ хамăн кăмăл-туйăма пула кирек хăш лару-тăрăва та хăвăрт хăнăхма пултаратăп.

Кил-хуçалăхра çитменлĕхсем пурччĕ. Яла çут çанталăк газĕ çитиччен кăмакана çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтаттăмăр.

Манăн виçĕ ача. Ывăл 24 çулта, хĕрĕм раштав уйăхĕнче 23 тултарать. Кĕçĕнни – 14 çулта (хĕрача), вăл 8-мĕш класра вĕренет. Ывăл çемьеллĕ, ялта пурăнать, унăн хăйĕн çурт. Вăталăххи университетран "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренсе тухрĕ, вăл – психолог. Ăна Мускава ĕçлеме чĕнеççĕ, хальлĕхе хĕрĕм ĕçре мана улăштарать, операци хыççăн тухтăрсем йывăр ĕçлеме хушмаççĕ. Хамăн ачасемпе эпĕ мăнаçланатăп, вĕсемшĕн мана ял халăхĕ умĕнче те намăс мар.

– Сирĕн çемйĕрте пысăк çухату пулса иртни çинчен илтнĕччĕ эпĕ. Мăшăрăр мĕнле инкеке пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ-ха;

– 1998 çул, çу уйăхĕ вĕçленсе пырать. Çанталăк çумăрлă тăратчĕ ун чухне. Виктор пулă тытма питĕ кăмăллатчĕ. Çумăр лÿшкенине пăхмасăрах вăл вăлта тытса пĕве хĕррине кайнă, ывăла та пĕрле илнĕ. Пулă тытса ларнă вăхăтра унăн вăлти тымартан çакланнă, вăл ăна вĕçертес шухăшпа шыва кĕрсе кайнă. Урисене шăнăр туртнăран-ши мăшăрăм çыран хĕррине тухайман. Пĕччен пулман унта вăл, ытти пулăçăсем ăна лескине татма та сĕннĕ. Итлемен... Шыва сикнĕ хыççăн пĕр хутчен "Пулăшăр!" тесе анчах кăшкăрма ĕлкĕрнĕ. Çыран хĕрринче ларакансем шÿтлет ĕнтĕ ку тенĕ. Ашшĕ путнине ывăл ача йăлтах курса тăнă.

Эпĕ Виктора кÿлĕ хĕррине ярасшăн марччĕ. Килте пулă ахаль те пурччĕ, вăл пĕр кун маларах кăна пулăран таврăннăччĕ. "Çук, кайса килем-ха, ачасене вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа уяв туса парам", – терĕ. Ывăл чупса килчĕ те атте шыва путрĕ тет. Йĕрке хуралçисем, васкавлă пулăшу машини килсе çитрĕç. Мăшăрăма шывран туртса кăларнă çĕре 40 минут иртсе кайнă. Тăван тăрăха каялла яланлăхах тухса каяс шухăшăм та пурччĕ, анчах та хуняма кунтах юлма хистерĕ.

Халĕ хуняма тăваттăмĕш çул вырăнпах выртать, вăл 84 çулта. Ăна тăтăшах пăхса тăмалла. Хамăн анне 79 тултарчĕ...

– Вăл сирĕнпех пурăнать-и вара;

– Эпĕ ăна хамăр патăмăра илсе килтĕм. Вăл инвалид, вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă. Пирĕн тăван яла 1941 çулхи утă уйăхĕнче нимĕç салтакĕсем килнĕ, 1943 çулта, авăн уйăхĕнче, пире фашистсенчен хăтарнă. Пирĕнтен ытлашши кулман, хушăран чăпăрккапа хĕнетчĕç, йытăсемпе ĕслеттеретчĕç. Ырми-канми ĕçлеме тиветчĕ. Ытти ялсем урлă эсэсовецсен дивизионĕ иртсе кайнă, вĕсем кил-çуртсене тĕппипех тĕпленĕ. Манăн асаттепе кукаçи фронтран таврăнаймарĕç. Пĕри пленра вилнĕ, тепри хыпарсăр çухалнă.

Пирĕн ял Белорусси чикки çывăхĕнче вырнаçнă, унти вăрмансенче халĕ те минăсем тупаççĕ. Партизансем те пулнă унта, манăн кукамай вĕсемпе çыхăну тытаканĕ пулнă. Ял халăхĕ партизансене апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Полицайсем питĕ иртĕхни çинчен каласа паратчĕ кукамай. Партизансем хушнипе ĕçлекен полицайсем те пулнă паллах. Пĕр ватă полицай яланах пирĕн хута кĕретчĕ, çавна май пирĕн ялтан ют çĕре çамрăксене тытса янă тĕслĕхсем пулман.

Анне пуçласа пирĕн пата килсен, чăваш чĕлхине ку таранччен илтмен вăл, каçхине вăранатчĕ те, "Нимĕçсем килмен пулĕ те;" – тесе шартах сикетчĕ. Халĕ унтанпа тăватă çул иртрĕ ĕнтĕ, хăнăхрĕ.

– Лида, тăван тăрăхалла чун туртмасть-и;

– Туртать паллах. Анне унта пурăннă чухне ачасемпе кашни çулах çитсе килме тăрăшаттăм.

– Смоленск облаçĕнче пĕртăвансем пур-и;

– Аслă пичче унта, анчах та вăл хулара пурăнать. Ыттисем Мускавра...

Çакăн пек тĕл пулу пулса иртрĕ нумаях пулмасть Çеçпĕл ялĕнче. Лидия Викторовна Давыдова унта яланлăхах тĕпленнĕ, пысăках мар чăваш ялĕ уншăн халĕ иккĕмĕш Тăван çĕршыв шутланать. "Кунтан ниçта та тухса кайма шутламастăп, Чăваш Енре эпĕ яланлăхах тымар ятăм", – тет вăл.

Телей тата ăнăçу сире, Лидия Викторовна!

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика