10 декабря 2010 г.
Хальхи вăхăтра районти вулавăшсене çÿрекенсем "Краткая чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская, Ульяновская области" кĕнекепе паллашаççĕ. Çав облаçсенче пурăнакан таврапĕлÿçĕсем тăрăшнипе 2009 çулта Чĕмпĕр хулинче хатĕрленĕ энциклопедин пĕрремĕш томне Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ типографинче тăватă пин экземпляр пичетлесе кăларнă.
Энциклопеди В.Станьял академикĕн, чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕн хисеплĕ Президенчĕн ум сăмахĕпе пуçланать. Вăл унта çак кĕнекене кăларас ĕçре тăрăшнă редколлеги членĕсем, пичете хатĕрленĕ Д.Кузьмин редактор тата пултаруллă тулай чăвашĕсем çинчен çырать.
Виççĕр виçĕ страницăран тăракан энциклопедин пĕрремĕш томĕнче Канаш ен тăрăхĕнче çуралса ÿссе Пенза, Саратов, Чĕмпĕр облаçĕсенче палăрнă Александр Андреев (Кивĕ Шелттем), Венера Архипова (Канаш хули), Елена Васильева (Янкăлч), Ираида Гаврилова (Ачча), Павел Григорьев (Çĕнĕ Пинер) тата Анатолий Зайцев (Сиккасси) ентешсем çинчен вуласа пĕлме пулать.
Александр Кузьмич Андреев (1948) - халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, 1981 çултанпа Чĕмпĕр облаçĕнчи Барыш хулинчи 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта ачасене хими предметне вĕрентет. 1974-81 çулсенче Барыш районĕнчи Çĕнĕ Пекшанри вăтам шкулта завуч тата шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.
1989 çулта Канаш хулинче çуралнă Венера Юрьевна Архипова мĕн пĕчĕкрен, виççĕренпех, спортпа туслă. Вăл гимнастика, спорт мастерĕ. Нижнекамск, Хусан, Саранск хулисенче иртнĕ спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ, халĕ Чĕмпĕр хулинчи техника университечĕн экономика факультетĕнче ăс пухать.
Елена Всеволодовна Васильева малтан Вăтакас Татмăшри вăтам шкултан (1985 çул), унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен (1990 çул) вĕренсе тухнă. Аслă пĕлÿ илнĕренпе вăл Чĕмпĕр облаçĕнчи Бахтеевăри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.
Ираида Ивановна Гаврилова Аччари вăтам шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ, унтан Сенкилеевăри педагогика училищинчен (1983 çул) вĕренсе тухнă. Пирĕн пултаруллă ентеш "Чувашский язык в начальных школах" программа тата "Картинный словарь на русском и чувашском языках" кĕнеке авторĕ.
Павел Григорьевич Григорьев Шăхасанти вăтам шкултан (1950 çул), Канашри учитель институтĕнчен (1952 çул), Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (1959 çул) вĕренсе тухнă. "Отличник народного образования" хисепе ( 1970), "Знак Почета" ордена тата ытти наградăсене илме тивĕçнĕ. П.Григорьевăн пĕтĕм пурнăçĕ Самар тăрăхĕнчи вăтам шкулсемпе çыхăннă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, Чĕмпĕр хулинче пурăнать.
Анатолий Александрович Зайцев Канашри педагогика училищинчен (1968 çул), Чĕмпĕрти педагогика институтĕнчен (1979 çул) вĕренсе тухнă. Хĕсметре пулнă хыççăн (1971-75) çулсенче Сиккассинчи вăтам шкулта ĕçленĕ.
Энциклопедире Чĕмпĕр, Пенза, Саратов облаçĕсен карттисемпе, унта пурăнакан чăвашсен йышĕпе тата ытти пĕтĕмлетÿсемпе паллашма пулать. Çавăн пекех унта чăвашсем пурăнакан ялсемпе саласен историйĕсене, чăваш ăсчахĕсен ĕçĕсенчи хăш-пĕр сыпăксене илсе кăтартнă.
Кĕнекене алла илсен республикăри ытти районсенче çуралса ÿснĕ чăвашсем çинчен те вуласа пĕлме пулать. Эпĕ сире хамăр ентешсем çинчен кĕскен каласа кăтартрăм.
"Краткая чувашская региональная энциклопедия: Пензенская, Саратовская, Ульяновская области" кĕнекене кăларма 71 çын пулăшнă, вĕсен шутĕнче статьяра асăннă Татьяна Сергеевна Архипова, Мансур Сибатуллович Бакусев, Николай Иванович Караваев, Николай Герасимович Абрамов, Александр Афанасьевич Васильев, Петр Валентиновичпа Сергей Валентинович Красновсем.
- Библиотекăсенче Муркаш, Вăрнар, Патăрьел, Елчĕк тăрăхĕсенчи çынсен, унти ял, район историйĕсене сăнлакан энциклопедисем пур. Çакăн пек илемлĕ кĕнеке пирĕн Канаш тăрăхĕнче те пуласса шанса тăратпăр, - теççĕ пирĕн вулавçăсем.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.