10 декабря 2010 г.
Шăмат кун кăнтăрла иртсен Канашри культура çурчĕ умĕнчи лапама çăмăл машинăсем, автобуссем пĕрин хыççăн тепри пырса ларчĕç. Хаваслă сăн-питлĕ, капăр тумлă çынсем шăкăл-шăкăл калаçса фойене кĕчĕç. Пурте вĕсем "Канашсем" ентешлĕхĕн вун улттăмĕш уявне килнĕ. Кăçал ăна учительсен çулталăкне халалласа Канашра ирттерес терĕç.
Уяв хор Канаш енĕн Мухтав юррине юрланипе пуçланчĕ. Вăл мăнаçлăн, чуна хăпартлантарса янăрарĕ. Артистсене тав туса алă çупнă вăхăтра сцена çине ентешлĕх ертÿçи, халăх академикĕ, паллă çыравçă тата педагог Анатолий Кибеч тухрĕ.
– Пурне те ăшă салам. Канаша ырă кăмăлпа çитрĕмĕр. Ирĕк парсамăр уява уçма, – терĕ наци тумне тăхăннă Анатолий Ильич чăвашсен ырă йăлипе пуç тайса.
Малалла вăл Шупашкартан килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсем – пирĕн районта тата хулара çуралса ÿссе, аслă шкулсенче ăс пухса хастар ĕçĕсемпе республика ятне çÿле çĕкленĕ, чăваш халăхĕн хисепне тивĕç пулнă çынсем: Н.Григорьев, Т.Сергеев, Г. Григорьев, В.Абрамов, Н.Петров ăсчахсем, Н.Лукианов юрист, С.Павлов çыравçă, Л.Филиппова журналист, В.Семенов строитель, Н.Григорьев, Ю.Тарасов предпринимательсем, А.Сарри юрăç тата ыттисем.
Сцена çине ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă учительсене чĕнчĕç. Хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Н.Золотова хулари шкулсенче ĕçлекен Павел тата Нина Тихоновсен, Марина Антипинан тата унăн ывăлĕн Александрăн, И.Кириллован, районти культура çурчĕн директорĕ О.Микушина Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн вĕрентекенĕн Р.Тимофееван, В.Иванован (Сухайкасси), С.Васильеван (Янкăлч), Л.Атласкинăн (Чакаç) тата М.Герасимован (Карăклă) çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, мĕнле наградăсене тивĕçнине каласа тухрĕç. Кашниех А.Кибеч аллинчен ентешлĕхĕн Тав хутне илчĕ. Çавăн пекех вĕсене чечек çыххи, хаклă парне пачĕç.
Канашсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа Р.Мясников, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ В.Семенов, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕсем В.Абрамовпа Н.Петров, медицина наукисен докторĕ Н.Григорьев профессор саламларĕç.
– Паян учительсен ячĕпе нумай ăшă сăмах янăрарĕ, чылайăшне чечек айне турĕç, малашне укçа айне тăвĕç-ха, – шÿтлерĕ университет доценчĕ В.Абрамов.
Питĕ тĕле лекрĕç унăн сăмахĕсем, вырăнлă шÿт, чăнах та ĕнтĕ учителĕн шалăвĕпе кашни кун шурă çăкăр чĕлли çине услам çу сĕрсе çиеймĕн.
Хулари культура ĕçченĕсен пуçлăхĕ Н.Золотова Раççей халăх артисчĕн Станислав Садальскин, Мускаври чăваш офицерĕсен юлташлăхĕн саламлă телеграммисене вуласа пачĕ. Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев хула администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн методистне Н.Каллинана Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, картинăсем ÿкерме юратакан Н.Бабанова Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивалĕн дипломне, Канашри 11-мĕш номерлĕ вăтам шкулта математика вĕрентекен О.Егоровăна хула администрацийĕн Хисеп грамотине пачĕç.
А.Кибеч "Канашсем" ентешлĕх пуçĕнче ăна йĕркеленĕ кунран пуçласах тăрать. Пĕтĕмпе 15 çул. Уява пынисенчен кашниех ентешлĕх çак çулсенче тунă ĕçсен справка-отчечĕпе паллашма пултарчĕ. Çак документа тĕпе хурса "Канашсене" ертсе пыма каллех Анатолий Ильича шанчĕç, унăн çумĕсем пулма – Ю.Алексеева, Л.Филипповăна тата Ю.Тарасова. Ентешлĕх президиумĕн составне çирĕплетрĕç, Аслисен канашне суйларĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕнче сцена çинче хулари тата районти пултарулăх коллективĕсем хуçаланчĕç. Уйрăмах залри халăха Вăтакас Татмăш, Энтрияль, Уçырма, хулари 1-мĕш номерлĕ вăтам, музыка шкулĕсен çамрăк артисчĕсем иксĕлми савăнăç кÿчĕç, кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Альбина Сарри темиçе юрă шăрантарчĕ.
В.АЧЧА.