АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемĕпе куçа илĕртеççĕ

10 декабря 2010 г.

Шăхасанти культура çурчĕ кунта çÿрекенсемшĕн темиçе кун хăйне евĕрлĕ интереслĕ "музей" пулса тăнă. Кунта халăх пултарулăхĕн "Ăста алăсем" куравĕ ĕçленĕ.

Мĕн авалтан чăваш ăстисем хăйсен тĕррисемпе чаплăланнă. Хальхи пурнăçра ăстасем наци тĕррин йăлисене пăхăнсах каймаççĕ. Э.Куропаткина пирки вара çак сăмахсене калама чĕлхе çаврăнмасть. Унăн ĕçĕсене кирек мĕн чухлĕ пăхсан та йăлăхмастăн.

"Чăваш тĕрри" кружокăн ĕçĕсем те куракансене илĕртеççĕ. Ăна Шăхасан вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Л.Григорьева ертсе пырать. Хăй мĕн пĕлнине вăл хаваспах ачасене парать. Çавăн пекех Л.Мурахова, З.Александрова тата Л.Орлова тĕрленĕ япаласем те килен-каянсене килĕшнĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика