10 декабря 2010 г.
Районăн тĕп библиотекинче аслă классенче вĕренекенсем валли "СПИД – чун чирĕ" темăпа каç йĕркеленĕ. Мероприяти тĕлне "СПИД – ХХI ĕмĕр чуми" кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Ун тăрăх литература тишкерĕвĕ ирттернĕ.
Ачасем виçĕ туртан йĕркеленĕ вăййа хутшăннă. Пĕрремĕш турта К.Герасимова библиотекарь СПИД тата наркомани пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерес текенсемпе калаçнă. Иккĕмĕш тура хутшăнакансем чи хăватлă тата чи йăваш наркотиксен ячĕсене каласа тухнă тата вĕсем этем организмне мĕнле хăрушлăх кăларса тăратнине тишкернĕ. Виççĕмĕш турта ачасем хăрушă чире, СПИДа, уçса пама тăрăшнă. Çак чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă паллă çынсен ячĕсене аса илнĕ. Мероприятине килнисене сăмахсем çырнă хытă хут татăкĕсем валеçсе тухнă. Вĕсенчи пуплевсенчен кам хăвăртрах ырă сĕнÿсем тума пултарас енĕпе ăмăртнă.
Каç "Пока горит свеча" юрăпа вĕçленнĕ. Çĕнтерÿçĕне суперпарне панă.