АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман кашлатăр каш та каш

10 декабря 2010 г.

Хĕл çитрĕ. Раштав уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче шартлама сивĕ, витĕр кастарса вĕрекен çиллĕ кунсем тăчĕç. Хĕллен пĕрремĕш уйăхне чăн-чăн хĕллепе кĕтсе илтĕмĕр. "Канаш вăрман хуçалăхĕ" патшалăх учрежденийĕн ĕçченĕсем çулталăк хушшинче вăрмансене çĕнетессипе пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕ. Кăçалхи çуркунне пирĕн шанăçа тÿрре кăлармарĕ: юр хăвăрт ирĕлсе пĕтрĕ, çĕр вăйлă шăннăран пĕтĕм шыв çырмара шарласа юхса кайрĕ, тăпра нÿр илсе юлаймарĕ. Çу кунĕсем шăрăх та типĕ пулчĕç. Çакă пĕтĕмпех вăрман культурисене акса-лартса ÿстернĕ чухне хăйĕн витĕмне кÿчĕ.

Çуркунне вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем 14 гектар çинче юманпа хутăш çăка, 5 гектар лиственница, 1 гектар хыр лартрĕç. Вĕри çанталăка пула лартнă хунавсен çурри типсе ларчĕ, çавăнпа та кĕркунне çак культурăсене çĕнĕрен лартма тиврĕ. Питомникра та пĕр е икĕ çул ÿснĕ чăрăшсен 40 проценчĕ пĕтрĕ. Пирĕн лартмалли хунавсен саппасĕ пысăк, çавăнпа та вăрмансене çĕнетмелли ĕçсене пурнăçлама хамăрăн материал çитет.

Вăрлăх валли 2225 кг хыр, 730 кг чăрăш, 436 кг лиственница йĕкелĕ хатĕрлерĕмĕр. Кĕркунне питомникре 44 кг çăка вăрри тата 1176 кг юман йĕкелĕ пуçтарса акрăмăр. Çавăн пекех тĕмпе ÿсекен хĕрлĕ пилеш, хура пилеш, палан, катăркас (боярышник), туя тата снежный ягодник (ытларах клумбăсем илемлетнĕ çĕрте усă кураççĕ. Лутра тĕмсем кĕркунне шап-шурă чăмаккапа витĕнеççĕ, нумайччен лараççĕ) вăррисене хатĕрлерĕмĕр, вĕсене çуркунне акатпăр.

Иртнĕ çултанпа хÿтлĕх вăрмансене касма пăрахрăмăр, çавăнпа та вăрман лартмалли лаптăксем пĕчĕкленчĕç, анчах та çанталăк условийĕсене пула пирĕн вăрмансем çунма пуçларĕç. Тĕпрен илсен колхоз çĕрĕсем пулнă çĕрте çитĕннĕ лăсăллă культурăсем çунаççĕ. 2010 çулта 3,79 гектар çинче вăрман çунчĕ, çак лаптăксене çĕнетессипе ĕçе пуçăннă та эпир.

Тепĕр йывăр ыйту – лартнă хунавсене сыхласа хăварасси. Малтанхи вăхăтра посадкăсем çине ĕне выльăх кĕтĕвĕ кĕрсе кайнă пулсан, халĕ çынсем юман милĕкĕ хатĕрлеме çÿреççĕ. Çамрăк хунавсене ирсĕрле ватса-хуçса пĕтернĕ хыççăн вĕсенчен мĕнле йывăç çитĕнесси çинчен шутламастпăр та-çке-ха. Сăтăрçа тытса ун тĕлĕшпе акт çырсан милĕк 1 пин тенке кайса ларать, унсăр пуçне административлă штрафăн пĕчĕк сумми те 3 пин тенкĕпĕ танлашать. Ирĕксĕрех 4 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет. Патак икĕ вĕçлĕ тенĕ евĕр, вăрмана сăтăр кÿни хăвăр патне те çаврăнса çитесрен асăрхануллă пулăр. Канаш вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем хăйсен умне лартнă задачăсене пурнăçлассишĕн чунне парса ĕçлеççĕ.

И.ФЕДОРОВ, вăрмана çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика