10 декабря 2010 г.
Ăвăспÿрт Кипеч тăрăхĕнче В.Гурьев ятне асра тытаççĕ. Ун çинчен ватти-вĕтти мĕн те пулин лайăххи каласа пама пултарать. Виталий хăй çут тĕнчене килни çинчен 1963 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче хыттăн кăшкăрса пĕлтернĕ. Тăхăр çула çитсен ашшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Амăшĕ, Христина Ивановна, пилĕк ачапа тăрса юлнă. Вĕсене ура çине тăратса çын тăвас тесе ырми-канми тăрăшнă вăл. Ачисем пĕчĕклех ĕç çумне çыпçăннă.
Виталий шкул хыççăн столяра вĕренсе тухнă. Хăйĕн специальноçĕпе вакунсем юсакан заводра ĕçлеме пуçланă. 1981 çулхи чÿк уйăхĕнче салтака кайма ят тухнă. Кĕтсе илеймен амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне. Виталий Афганистанри тусем хушшинче интернационалла тивĕçе пурнăçласа паттăрсен вилĕмĕпе куçне хупнă.
Виçĕм кун Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕнче В.Гурьев воин-интернационалист ячĕпе асăну хăми уçнă ятпа митинг ирттернĕ. Унта паттăрăн амăшĕ Христина Ивановна, йăмăкĕсем Зойăпа Елена, йăмăкĕн ывăлĕ Владик, Канаш хулипе районĕнчи Афганистан ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ Г.Николаев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, чиркÿ настоятелĕ Николай атте, Виталине вĕрентнĕ Л.Георгиева учительница, ял çыннисем тата шкул ачисем хутшăннă. Николай атте асăну хăмине çветтуй шывпа сапса сăвапланă. Христина Ивановна ывăлне манманшăн аллине чĕри тĕлне тытса тав тунă.
"Сывлăхлă пулăр, ачăрсем яланах киле таврăнччăр", – тенĕ салтак амăшĕ пĕркеленчĕк пичĕ тăрăх юхса аннă куççульне шăлса илсе.
В.АЧЧА.