08 декабря 2010 г.
Раштавăн 4-5-мĕшĕ-сенче Çĕрпÿ хулинче Н.Фомин гварди прапорщикне, интернационалист воина асăнса тата Раççейĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Ремеслов 45 çул тултарнине чысласа бокс енĕпе мала тухассишĕн республика турнирĕ иртрĕ. Ăмăртусенче Чулхула, Саранск, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш, Куславкка, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенчен, Муркашпа Элĕк, Шăхасан салисенчен, Лапсар поселокĕнчен, Çĕрпÿ районĕнчен 130 ытла атлет хутшăнчĕ.
Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕн воспитанникĕсем Дмитрий Ивановпа Евгений Александров пьедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарчĕç. Димăпа Женя хăйсен виçе категорийĕсенче пĕрре-мĕш вырăн йышăнчĕç. Арçын ачасем иккĕшĕ те Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ.
Çамрăк спортсменсем маттур пулнине уйрăммăн палăртса хăвармалла. Вĕсем бокс енĕпе ăсталăха алла илме пуçланăранпа виçĕ уйăх кăна иртнĕ-ха, апла пулин те икĕ хутчен республика ăмăртăвĕсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Тăрăшуллă ачасем, вĕсен пурнăçра та, спортра та тĕллев пур. Çамрăк боксерсене ăмăртусене кайма пулăшнăшăн Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Егорова тата "Максимум" ООО гендиректорне А.Германова пысăк тав.
Ю.ЗАХВАТОВ, тренер.