АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуравĕсем кăмăла пăсаççĕ

08 декабря 2010 г.

Канаш хулинчи педагог психологсен ушкăнĕ 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем пирус туртни çинчен мĕн шутланине пĕлес шутпа ыйтăм ирттернĕ. Ачасем çырса хуравланă. Вĕсенчен хăшне-пĕрне вулакансем патне çитерер-ха.

Сигарет туртакан мĕн çухатать;

Ачасем чи малти вырăна пурнăç тăршшĕне хураççĕ, иккĕмĕшĕ – сывлăх хавшани, виççĕмĕшĕ – укçа пустуй пĕтни.

Сигарета ăçта пĕр шиксĕр туянма пулать;

Чи нумаййи киоскра тени пулнă.

Мĕнле профессиллĕ çынсене пирус туртни вырăнлă мар;

Малти йĕркере учительсем, иккĕмĕшĕнче – спортсменсем, виççĕмĕшĕнче – врачсем.

Вечер-тусовкăсенчи лару-тăру сиенлĕ йăласем патне туртăнма витĕм кÿрет-и;

725 ачаран 226-шĕ çакăнпа килĕшнине пĕлтернĕ.

Мĕншĕн-ха туртма пуçлакансенчен чылайăшĕ çул çитменнисем;

Ыттисенчен юлас мар тени, çитĕннĕ çын пек пулас килни, пĕлесшĕн çунни.

Пуçласа хăçан чĕлĕм хыпнă;

Пĕрремĕш вырăнта – 12-14 çулта, иккĕмĕшĕнче – 10 çулта.

Çемьере туртакансем пур-и;

Ачасен виççĕмĕш пайĕ пур тесе хуравланă. Чи пăшăрхантараканни – ыйтнисенчен 29-шĕ амăшĕ туртнине пĕлтернĕ.

Шел пулин те, ыйтăм кăтартăвĕсем кăмăла лармаççĕ. Ачасенчен нумайăшĕ сигарет тĕтĕме сывлăха пысăк сиен кÿнине, пурнăçа кĕскетнине пĕле тăрах аслисене, тусĕсене кура кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех пирус тутине пĕлме тăрăшать. Çитĕннĕ çын пек курăнасси те, пĕлесшĕн çунни те самаях витĕм кÿрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика