АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр иртсен çырăннă

08 декабря 2010 г.

Çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнса ирттернĕ хыççăн хăйсен хутшăнăвне официаллă йĕркепе çирĕплетнĕ çак мăшăр. Пурнăç çулĕ тăрăх çума-çумăн утма Турă çырнă вĕсене. Вĕсем иккĕшĕ те Сиккассинче çуралса ÿснĕ, ялти шкулта вĕреннĕ, мĕн ачаран пĕр-пĕрне курнă, палланă.

Софья Егоровнăпа Егор Степанович Шпаковсем 52 çул пĕрле. Çак хушăра вĕсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ, мăнукĕсене пурнăç çулĕ çине тăратма пулăшнă. Софья Егоровна колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Егор Степанович тĕрлĕ ĕçре вăй хунă: Маякри çĕвĕ цехĕнче те, ялти клубра кинокассир та... Шпаковсен ывăлĕсем Валерий Егоровичпа Сергей Егорович хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе ят-сума тивĕçнĕ. Валерий Егорович профессийĕпе художник, Шупашкарта йăла таварĕсен эскизĕсене хатĕрлекен дизайнер пулса ĕçлет. Вăл мăшăрĕпе икĕ ывăл ÿстернĕ. Сергей Егорович – музыкант, Сиккассинчи илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕн хормейстрĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Мăшăрĕпе, ялти участок больницин шăл тухтăрĕпе Лариса Николаевнăпа, икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Ялта та, районта та хисеплĕ çын, республикăра та пĕлеççĕ ăна.

Софья Егоровнăпа Егор Степановичран районти ЗАГС ĕçченĕсем: "Туя мĕншĕн вăраха тăсрăр;" – тесе ыйтсан, мăшăр: "Малтан кун пирки шутламан та эпир. Кайран ачасем çуралчĕç, вĕсене ÿстерсе вĕрентсе ура çине тăратмалла пулчĕ, унтан – мăнуксем. Хамăр çинчен шутлама вăхăт та пулман", – терĕ кулса.

Çырăнтару кунĕ Аннесен кунĕпе пĕрле килнĕ май хисеплĕ мăшăра саламлама вĕсен ачисемпе çывăх çыннисем пуçтарăннă. ЗАГС ĕçченĕсем те вĕсене ырлăх-сывлăх суннă, мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельство панă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика