АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура вучахне сÿнме памасть

08 декабря 2010 г.

Культура вучахне сÿнме памасть

Сител ял клубĕнче юлашки вăхăтра культура ĕçченĕсем тăрăшнипе кану каçĕсем час-часах иртеççĕ. Халăх та туртăнма пуçларĕ вырăнти культура вучахне. Мероприятисене йĕркелеме клуб заведующийĕн Нина Владимирован тата илемлĕх ертÿçин Виталий Дмитриевăн нумай вăй хума тивет.

Нина Васильевна культура ĕçĕнче 18 çул ытла ĕçлет. Ăста купăсçă вăл. Çак музыка инструменчĕпе пиллĕкре чухнех паллашнă. Ашшĕ унăн конюхра ĕçленĕ, çапах та купăса алла илмесĕр пĕр кун та ирттермен. Купăс ăста каланă.

– Çемьере 8 ачаран тăваттăшĕ купăс калатпăр. Уявсене пуçтарăнсан купăса ăмăртмалла тăсса яратпăр. Таврара тĕлĕнсе тăраççĕ пирĕнтен. Халĕ те астăватăп хам пĕчĕк чухнехине. "Атте, мана купăс илсе пар-ха", – тесе йăлăнаттăм. Купăс çине урлă выртса пÿрнепе пусаттăмччĕ. Ара, ачан алли вăрăм мар-çке.

Хам эпĕ Вăрнар районĕнчи Енĕш салинчен, Никитин Василий çемйинчен. Ялта нумай пулмасть иртнĕ уява аннесене халалларăмăр. Малтанах чĕнÿ хучĕсем çырса аннесене упăшкисемпе пĕрле кану каçне чĕнтĕмĕр, – паллаштарать клуб ĕçĕ-хĕлĕпе Н.Владимирова. – Клубăн халăхшăн ĕçлемелле. Унăн алăкĕсене уçса хупни çеç çителĕксĕр, çынсене кунта явăçтармалла, вĕсене хавхалантармалли майсем шырамалла. Уявсем ирттернĕ чухне, паллах, ялти предпринимательсене ĕçсĕр хăвармастпăр. Юрий Иванович Иванов яланах пулăшать пире. Малалла та çаплах пуласса шанатпăр. Уяв каçĕнче Шăхасан ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Зоя Александрова отчет турĕ.

Лора Ивановна Сафронова çамрăк чухне пĕр вăхăт ялти культура çурчĕн вучахĕн ĕçне çÿллĕ шайра тытса пынă. Гитара калама ăста. Юрлама, ташлама тесен те маттур. Районăн тĕп больницин хирурги уйрăмĕнче медсестра пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура.

Маргарита Павловна Пигальцева та сăмах хушмасăр чăтаймарĕ. "Пире çакăнта хисеплесе чĕннĕшĕн пысăк тав. Тĕлĕнмелле лайăх йĕркеленĕ уява. Çакăнта пуçтарăннисем эпир пурте пысăк телее тивĕç. Ачасене ÿстерсе çын тунă. Вĕсене пулăшмалла, вара пире ватлăхра пăрахмĕçех. Паллах, ачасене амăшĕ патне килме лайăх. Ашшĕ те ылтăн, ăна та кÿрентерес килмест. Иксĕмĕр те пурăннă чухне ачасемшĕн тăван кил ăшă, вĕсене кунта чун туртать. Çумра упăшка, ачасем пурри маншăн пысăк телей. Пур хĕрарăмăн та упăшкисем манăнни пек лайăх пулччăр".

Валентина Николаевна Арбузова 1970 çултанпа район больницинче медсестра пулса ĕçленĕ. "Упăшкапа иксĕмĕр 3 ача ÿстерсе ура çине тăратрăмăр. Иккĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ, виççĕмĕшĕ финанс техникумĕнче вĕренчĕ, халĕ почтăра ĕçлет. Çемье телейĕ ытларах хĕрарăмран килет, мĕншĕн тесен хĕрарăмăн çемьене тытса пыма, упăшкапа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, ачасене пăхмалла, ĕçе те каймалла", – тет вăл.

Нина Ивановна Иванова Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ, çемйипе çак ялтах пурăнать: "Манăн атте мĕн пенсие тухичченех тракторист пулса ĕçленĕ, анне те 10 çул хушши трактор çÿретнĕ. Вĕсем 2 хĕрпе 4 ывăл çуратса ÿстернĕ. Халĕ ялта иккĕн пурăнатпăр, ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче. Тавах шăллăма Ивана атте-анне килне чыслăн тытса пынăшăн. Николай Федоровичпа иксĕмĕр 3 ача çуратса ÿстертĕмĕр. Манăн телей – виçĕ ывăл, иккĕшĕ авланнă. Тăватă мăнук пирĕн, вĕсене чунтан юрататпăр. Ачасем тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Хамăр йĕркеллĕ пулсан ачасем те пире хисеплемесĕр, юратмасăр тăма пултараймаççĕ", – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Нина Ивановна.

Мероприятие пухăннисем хăйсене уяв туса панăшăн, хисеплесе чĕннĕшĕн Нина Васильевна Владимировăна чĕререн тав турĕç. Клубра малашне те çитĕннисем валли кану каçĕсем йĕркелеме сĕнчĕç. Нина Васильевна вара вутра çунман, шывра путман хĕрарăм, ĕçе пикенсен чунне парса ĕçлет. Сителти культура вучахне çĕнĕ варкăш кÿчĕ вăл.

Ю.КИРИЛЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика