08 декабря 2010 г.
Аппăшĕпе шăллĕ (Бариновсем, хушамата улăштарнă) хирĕçсе кайнă. Сăмахпа çĕнтерейменнине кура-ши е аппăшĕ питĕ кÿрентернипе урса кайнипе шăллĕ çывăх тăванне çурăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Кăкăр кăшкарĕ суранланнă, юн тымарĕсем сиенленнипе шала юн кайнă.
Баринов айăпне йышăнман, вăл каланă тăрăх, унăн амăшĕ килте çĕр каçман. Ирхине ăна вăл гараж тĕлĕнче тăнине курсан ун патне тухса гараж уççине туртса илнĕ. Çакăн хыççăн, амăшĕ уççине каялла илес тесе, киле таврăнасса шаннă. Кăнтăрла çитеспе лешĕ хĕрĕпе килнĕ. Аппăшĕ Баринова вăрçма тытăннă, тĕртсе янă, лешĕ кухня алăкĕн янаххи çине ÿкнĕ. Вăл тăма хăтланнă, анчах та аппăшĕ урисемпе тапма тытăннă. Çапах та ура çине тăма май тупса сĕтел ещĕкĕнчен икĕ çĕçĕ туртса кăларнă. Аппăшне хĕнеме чарас тесе çĕçĕсемпе хăлаçланма тытăннă. Ăнсăртран аппăшне çурăмĕнчен лектернĕ.
Суд Бариновăн айăпне уçса панă. Ăна пилĕк çула çирĕп режимлă колонине яма йышăну кăларнă.