08 декабря 2010 г.
Кăçалхи çурла уйăхĕнче хулапа район прокуратурин хула администрацийĕн строительствăпа архитектура пайĕн эксперт специалисчĕпе, милицин участокри уполномоченнăйĕпе пĕрле инвалидсене тата утса çÿреме йывăр çынсене социаллă сферăн объекчĕсене кĕрсе çÿреме мĕнле условисем туса панине тĕрĕсленĕ. Уйрăмах ку енĕпе кафере нумай çитменлĕх тупса палăртнă. Пандус лартман, карлăксем çук.
Прокуратура инвалидсен интересĕсене хÿтĕлесе суда тавăç тăратнă. Суд ларăвĕнче кафе администрацине инвалидсене тата утса çÿреме кансĕр çынсене кунта кĕрсе тухма условисем туса парас тĕллевпе пандуссемпе карлăксем вырнаçтарма виçĕ уйăх панă.