08 декабря 2010 г.
Эпир ку таранччен регистраци палати теме хăнăхнă служба кăçал çулла хăйĕн ятне улăштарчĕ. РФ Росреестрĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ вăл халĕ. Çак орган куçман пурлăха, унпа усă курмалли правăна, çĕрĕн кадастр хакне патшалăх регистрацийĕ тăвать, ытти функцисене пурнăçлать. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмне Ольга Сергеева ертсе пырать.
Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Росреестрăн республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ Ирина Пудова граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Шупашкартан килнĕ ăста специалистпа канашласа йывăрлăхсене татса парас текенсем чăнах та чылаййăн пулчĕç: ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район тата хула администрацийĕсен специалисчĕсем, ялтан килнĕ çынсем... Ирина Николаевна пурне те питĕ тимлĕ итлерĕ, кашнин ыйтăвнех татса пачĕ, уçăмлăх кĕртрĕ, вăл е ку лару-тăрура мĕнле пулмалли майсене сĕнчĕ.
– Районти кашни ял патнех хытă сийлĕ е, урăхла, асфальт сарнă çул çитет халĕ. Ял территорийĕнчи çулсене вырăнти бюджет укçи-тенкипе тытса тăмалла.
– Чăн та, чылай ялта урамсенчи çулсене чул сарса якатаççĕ. Анчах та çав çулсене куçман пурлăх пек регистрацилеме май çук. Ялти çулсене баланс çине илмелле. Депутатсен Пухăвĕнче муниципаллă çулсен переченне кĕртсе çирĕплетмелле. Вара тин ял тăрăхĕн бюджечĕн укçи-тенкипе çак çулсене тытса тăрас енĕпе тĕллевлĕн усă курма май пулать.
– "Хваттер илтĕмĕр, ăна приватизацилерĕмĕр. Хваттер хуçи пулнине ĕнентерекен свидетельство илес тетпĕр".
– Куçман пурлăхпа усă курмалли правăна регистрацилемелли саккуна 1998 çулта йышăннă. Анчах маларах регистрациленĕ правасем те хăйсен вăйне çухатмаççĕ. Хваттер туянсан обязательнăй йĕркепе договор тумалла, регистрацилемелле. Свидетельствăна илме вара никам та ирĕксĕрлемест, вăл гражданăн хăйĕн ирĕкĕ.
– Хулара пурăнакан пĕр çын хăйĕн 3 пÿлĕмлĕ хваттерне пĕр пÿлĕмлĕ хваттерпе тата уйрăм çуртпа улăштарнă. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттер хуçи вилнĕ, çак хваттере халĕ урăх çын туяннă. Анчах пурлăх харпăрлăха куçман. Мĕнле пулмалла;
– Ку ыйтăва Росреестр управленийĕ мар (вăл хăйĕнчен мĕн кирлине веçех пурнăçланă), суд кăна татса пама пултарать.
– Ял хуçалăх предприятийĕсем арканнă пирки çĕрсен пысăк лаптăкĕ усă курăнмасăр выртать. 90-мĕш çулсен варринче çынсене çĕр пайĕсем уйăрса пачĕç, вĕсен те пысăк пайĕ хыт хура айне пулнă.
– Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çине куç хупма пултараймастпăр. Вĕсем пуянлăх вырăнĕнче. Çынсене валеçсе панă çĕр пайĕсенчен нумайăшĕ усă кÿреслĕхне çухатнă: е вĕсен хуçисем вилнĕ, е çав çĕр лаптăкĕсем тухăç та, тупăш та памаççĕ. Çĕр пайĕпе виçĕ çул усă курмасан вăл суд йышăнăвĕпе патшалăха куçать. Пĕр сăмахпа, çĕр ыйтăвĕ - питĕ çивĕч, йывăр ыйту.
И.ВЛАДИМИРОВА.