08 декабря 2010 г.
Канашри педагогика колледжĕн преподавателĕ Петр Семенов çамрăксен пултарулăх ăсталăхне аталантарассипе 40 çул ытла тимлет. Вăл Тури Сурăм ялĕнче çуралса ÿснĕ, 1969 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ педуниверситет) ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, çав тапхăрта асăннă институтăн биологи факультетĕнче вĕренеттĕм, пĕр-пĕринпе кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче столовăйĕнче тĕл пулаттăмăр. П.Семенов студентăн ĕçĕсене факультетăн куравĕсенче курса хаклама пулатчĕ. Институт хыççăн Петр Семенович Канаш хулинчи 1-мĕш номерлĕ шкулта ĕçлеме пуçларĕ, çар службинче пулчĕ. Мана ялти шкула ачасене вĕрентме ячĕç. Унтанпа чылай çул иртрĕ, анчах та шăпа пире каллех тĕл пултарчĕ.
Петр Семенович Канашри педагогика училищинче 1976 çултанпа тăрăшать е, урăхла каласан, 34 çул. Вăл çак тапхăрта сахал мар ăста специалист хатĕрлесе кăларнă, вĕсем халĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕрентÿ учрежденине, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов ертсе пырать, студентсен ĕçĕсен наука ертÿçин П.Семеновăн ячĕпе Тав çырăвĕ килнĕ. Петр Семенович вĕрентекен студентсем сумлă конкурссенче лауреатсем пулса тăни питех те савăнтарать.
Саранск хулинче "Шыв тĕпĕнчи тĕнче" ятпа халăхсем хушшинчи ача-пăча 5-мĕш фестивалĕ иртнĕ. Ăна Шыв тĕпĕнчи пурнăçа сăнлакан Пĕтĕм тĕнчери ÿкерчĕксен фестивальне халалланă пулнă. Фестивале 304-мĕш ушкăнта вĕренекен хĕрсем А.Адрияновăпа В.Григорьева тата 304-мĕш ушкăн студенчĕ А.Иванов хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Ÿкерчĕксене пысăка хурса хакланă, ĕçсем пултарулăх конкурсĕн пĕтĕмлетÿ куравне лекнĕ. Авторсене дипломсемпе чысланă, вĕсене конкурс йĕркелÿçисем тата фестиваль президенчĕсем Даниэль Мерсьепе (Франци) Игорь Потапов (Раççей) алă пуснă. Лауреатсен ĕçĕсемпе кĕçех Мускавра, Санкт-Петербургра тата Францире пурăнакансем курса паллашма пултарĕç. В.Григорьева ăсталанă "Тинĕс тĕпĕнчи çутатакан организмсем" ÿкерчĕке Мерсье хăй суйласа илнĕ, унпа Марсельте иртекен Пĕтĕм тĕнчери 37-мĕш фестивальте паллашĕç.
2006 çултанпа педагогика колледжĕн студенчĕсем Пĕтĕм Раççейри "Созвездие" олимпиадăна та хутшăнаççĕ. Асăннă Олимпиадăна Тĕнчери тата Раççейри сумлă организацисем йĕркелесе ирттереççĕ. Çак çулсем хушшинче Е.Рязанова, Д.Жирнов, çÿлерех палăртса хăварнă А.Ивановпа А.Адриянова олимпиадăн лауреачĕсем пулса тăнă.
Кăçалхи 11-мĕш Олимпиадăн финалĕнче А.Адрияновăпа В.Григорьева палăрнă. Анастасия "Сквозь черную дыру к другим мирам" ĕçшĕн грамота çĕнсе илнĕ. Валентина – диплом, вăл олимпиадăна "Атака метеоритов" ĕç хатĕрлесе тăратнă пулнă. Вĕсен ÿкерчĕкĕсене "Созвездие" ÿнер фондĕнче управа хăварнă.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă турăмăр. Çак паллă пулăм тĕлне республикăра "Символы Победы" курав йĕркеленĕ пулнă. Унта 404-мĕш ушкăнта вĕренекен А.Егорова "Я горжусь тобой дед" композиципе палăрнă. Тата чылай çитĕнĕве тивĕçнĕ П.Семенов вĕрентсе хатĕрлекен студентсем, эпир паллăраххисене асăнса хăвартăмăр.
– Петр Семенович, колледжа çĕнĕ ăру килет, вĕсене мĕнлерех хак панă пулăттăр;
– Эпир пулас дизайнерсене хатĕрлетпĕр, вĕсем вĕренÿре хастар, типтерлĕ. Паянхи студентсем шкултах "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе пынă. Алексей, сăмахран, Атнаш ялĕнчен, вăл халĕ юлашки курсра вĕренет. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси шкулĕнче вĕреннĕ Альбина та килес çул çуркунне алла диплом илĕ. Иртнĕ семестра çак пултаруллă хĕр пĕр "тăваттăпа" кăна вĕçлерĕ. Ытти предметсемпе унăн "пиллĕк" паллăсем кăна. Унăн кандидатурине Президентăн ятарлă стипендине илме тăратнă.
Анастасия Тăвай районĕнчен, Валентина Канаш хулине Вăрнар районĕнчен вĕренме килнĕ. Иккĕшĕ те пĕр ушкăнта вĕренеççĕ. Халĕ виççĕмĕш курсра пĕлÿ пухаççĕ. Пирĕн преподавательсем студентсем ăста тата пултаруллă специалистсем пулса тухчăр тесе вăй хураççĕ.
П.ЕФИМОВ.