АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăх докуменчĕ кирлĕ

08 декабря 2010 г.

Канаш хулипе районĕнчи прокуратура сотрудникĕсем Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн специалисчĕсемпе пĕрле тырра, кĕрпесене, комбикормсене тата вĕсене хатĕрлемелли компонентсене пахалăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе саккуна мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ.

"Апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ çинчен" (29 " ФЗ) саккунпа килĕшÿллĕн нормативлă документсенчи требованисене пăхăнман, пахалăхсăр тата пахалăхпа хăрушсăрлăх удостоверенийĕсĕр, кам тата ăçта туса кăларнине кăтартакан документсăр апат-çимĕç продукчĕсемпе усă курма юрамасть.

Тĕрĕслев мĕн кăтартнă-ха: Вăтакас Кипечри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул столовăйĕнче çак йĕркене пăснă тĕслĕх тупса палăртнă. Унта упранакан 5 килограмм пăрçан, 35 кг рисăн, 35 кг хура тул кĕрпин, 5 кг вир кĕрпин, 25 кг тулă кĕрпин апат-çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне ĕнентерекен удостоверени пулман. Ку фактпа айăпли тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.

Я.СЕРГЕЕВ, хулапа район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика