08 декабря 2010 г.
Çул çитмен çамрăксем преступлени тăвассине хирĕç кĕрешесси милици органĕсен, вĕрентÿ тата социаллă сферăри ытти учрежденисен, ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи тĕллевĕ пулмалла. Атту ытларах чухне мĕнле пулса тухать-ха: милиципе шкула кăна кирлĕ ку ĕç. Район администрацийĕнче районăн шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан ачасем çумне çирĕплетнĕ обществăлла воспитательсен, социаллă педагогсен пĕрлехи канашлăвĕ иртрĕ. Унта обществăлла воспитательсен прависемпе тивĕçĕсене, хушма вĕрентĕвĕн çыннăн аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне, ытти çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Семинарта районăн шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ А.Иванова, вĕрентÿ управленийĕн эксперт специалисчĕ В.Ковшова, районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Е.Михайлова, В.Кузьмина психолог педагог, райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи В.Ильин тухса калаçрĕç. Канашлăва райадминистрацин ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Г.Петров ертсе пычĕ.
Районта кăçал çул çитменнисем тунă 9 преступление шута илнĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ сахал пулин те, вĕсене профилактикăлас ĕçе вăйсăрлатмаллине пĕл-термест çакă. Учетра тăракан ачасем çумне шкулсенче педагогсен йышĕнчен обществăлла воспитательсем çирĕплетнĕ. Вĕсем ача патне килне пырсан хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ воспитательсене "сирĕн нимĕнле документ та çук" тесе кĕртмест. Çак ыйтăва татса памаллах терĕç пухăннисем.
Хушма вĕрентÿ ачасен пушă вăхăтне усăлăх кÿме пулăшать. Çавăнпа та ачасене хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ сферăра – кружоксенче, секцисенче – тĕрĕслесе пăхма майсем туса памалла. Шкулсенче спорт кружокĕсем питех те сахал. Инçетри ялсенчи ачасем районти спорт шкулĕсене çÿреймеççĕ, çавăнпа та вырăнта секцисем ĕçлени питех те аван. Шкул, спорт залĕ çук ялсенчи ачасен мĕнле пулмалла тата;.. Уйрăмах арçын ачасем спортпа интересленеççĕ. Учетра тăракан ачасем çумне тренерсене çирĕплетни пысăк витĕм кÿмелле. Карăклă вăтам шкулĕнче, сăмахран, кун пек ачасем çук. Çакăншăн вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те ялти спорт шкулĕн тренерне А.Васильева тав тăваççĕ. Александр Кузьмич йывăрлăха лекнĕ ачасемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсене спорта явăçтарать. Ачасем вара каярах район, республика шайĕнче çитĕнÿсем тăваççĕ.
Ача-пăчана мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерсен унăн пушă вăхăчĕ усăсăр иртмест, йĕркене пăсас туртăм та çуралас çук пек туйăнать.
И.ВЛАДИМИРОВА.