АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрĕ çусах тăрать, ĕçĕ хушăнсах пырать

08 декабря 2010 г.

Район администрацийĕнче служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен кăçалхи юлашки анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов ертсе пычĕ. Çичĕ ыйту пăхса тухрĕç.

Районăн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Васильев район территоринчи çулсем çинчи хăрушсăрлăх мĕнле лару-тăрура пулнипе паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 59 автоинкек пулнă. Вĕсенче 16 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 79-ăн сусăрланнă. Аварисем ытларах кĕр вĕçленсе хĕл пуçланнă тапхăрта, чылай чухне çулсем пăрлак та шуçлак пулнă чухне, сиксе тухаççĕ. Тĕп сăлтавсем – çул юхăмĕпе машина хăвăртлăхĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе тăманни, лару-тăрăва шута илмесĕр хирĕçле куçăма тухни, пуçа эрех ĕçсе анратни, çуран çынсем тимлĕхе çухатни. Çулсем çинче хăрушă участоксем те пур. Сăмахран, Шăхасанпа Калинино, Вăрăмпуçпа Пĕршенер, Чакаçпа Тури Юнтапа хушшинче, Малти Тукай, Чăнкăвар, Атнаш, Вырăскас Пикших ялĕсен çывăхĕнче, Пайкилт тата Сиккасси ялĕсене, лесничествăна каякан çулсем çине пăрăнса кĕнĕ çĕрте. Çав вырăнсенче асăрхануллă пулмалли çинчен калани чылай чухне шыв çине сенĕкпе çырнă пек кăна. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 2,5 миллиона яхăн тенкĕлĕх штраф панă. Пухăннă укçа-тенкĕпе ГИБДД çурчĕн тăррине юсанă, тĕрлĕ прибор туяннă. Автомобильсен хăвăртлăх режимне "Арена" приборпа палăртма тытăннă. Хĕллехи тапхăрта çулсене, урамсене тасатса тăмалли çинчен район администрацийĕн инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ В.Алантьева тухса калаçрĕ. Сăмах май, çак ĕçе ял тăрăхĕсенче мĕнле хатĕрленнине канмалли кунсенче ахăрнă тăмансем лайăх кăтартса пачĕç те ĕнтĕ.

Вĕрентекенсен çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Ăна халалласа ирттерме палăртнă мероприятисене мĕнле пурнăçа кĕртсе пынипе вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова паллаштарчĕ. Районти шкулсенче 366 учитель ĕçлет, вĕсенчен 18-шĕ çеç аслă категориллĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменсен кăтартăвĕсем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Апла пулсан вĕрентекенсем хăйсен квалификацине ÿстерни ачасен пĕлĕвне пысăклатма пулăшать. Экономика секторĕн заведующийĕн ĕçĕсене туса пыракан О.Осипова куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Хăш-пĕр продуктсен, сăмахран, сахар песукĕн, чăх какайĕн, макарон изделийĕсен, кĕрпесен, сĕт-çăвăн хакĕсем тĕрлĕ магазинта тĕрлĕ. Ăçта пит хаклă, ăçта вăтам, самаях йÿнĕпе сутаканнисем те пур. Ытлашши хаклатса яраканнисем, паллах – пысăкрах услам тăвас текенсем. Çавăн пеккисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен чуна уçса калаçмалла, енчен те лешсем ăнланасах теççĕ пулсан. Укçа енчен хĕсĕк çын аллинчи çăкăр татăкне туртса илни пысăк çылăх пулнине манас марччĕ те çав.

Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх отраслĕнче лару-тăру питĕ кăткăс. Çак лава туртса пыма пĕртте çăмăл мар, уйрăмах тавралăх шурă юрпа витĕнсен, сивĕ кунсем алăк умне çитсе тăрсан: пĕр çурăкне сапланă çĕре тепĕр вырăнта мăкăрăлса тухать. "Канаш районĕн пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхне ертсе пыракан компанийĕ" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕн С.Ивановăн районти объектсен комплексĕн ĕçĕ çинчен калаçнă чухне хăйне евĕр "экзамен" тытма тиврĕ. Котельнăйсене пĕтĕм хăватпа ĕçлеме хатĕрлесе çитереймен тĕслĕхсем те пур. Коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн вăхăтра тÿлеменнипе пухăннă парăм та ниепле те катăлса пырасшăн мар, уйрăмах çут çанталăк газне çунтарнăшăн. Ку енĕпе парăм 4 миллион тенке яхăн çитнĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн тата районти больницăн котельнăйĕсене малашне "Дортехсервис" тулли мар яваплă пĕрлĕх пăхса тăрĕ. Вĕсенчи лару-тăрупа пĕрлĕхĕн директорĕ Н.Поверный паллаштарчĕ.

Кăçалхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртрĕ. Кăшнаруй ял тăрăхĕн 1-мĕш тата 5-мĕш, Ямаш ял тăрăхĕн 14-мĕш, Уçырма ял тăрăхĕн 10-мĕш суйлав округĕсенче 2011 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче вырăнти депутатсене суйлама тепĕр хут суйлав ирттереççĕ. Вăтакас Кипечри 13-мĕш округпа район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланнă Р.Мясникова Канаш хула администрацийĕн пуçлăхне лартнă пирки иккĕмĕш хут суйлав ирттермелле. Суйлавçăсен списокне тĕрĕслесе çирĕплетес тĕллевпе ĕçсем мĕнле пыни çинчен районти территори суйлав комиссийĕн администраторĕ Т.Семенова тухса калаçрĕ.

Районти ялсен хăрушсăрлăхĕн электронлă паспорчĕсене хатĕрлемелли йĕрке çинчен 15-мĕш пушар чаçĕн гарнизонĕн пуçлăхĕ Д.Кузьмин каласа пачĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак ĕçе хăвăртлатма ыйтрĕ. Хутса ăшăтмалли сезона тата урамсемпе çулсене юртан тасатса тăрассине мĕнле хатĕрленни çинчен Шаккăл, Карăклă, Хучел, Асхва тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем каласа пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров çамрăксене салтака ярассипе çыхăннă ыйтăва хускатрĕ. Кĕрхи призыв йывăррăн пырать. Çара каяссинчен тарса çÿрекенсене шыраса тупас ĕçе милицин участокри инспекторĕсене, прокуратура ĕçченĕсене явăçтараççĕ. Кĕрхи призыв ыйтăвĕ уйрăмах Çеçпĕл, Шелттем, Сухайкасси, Ухман ял тăрăхĕсенче çивĕч тăрать. Янкăлч, Вăтакас Кипеч, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсенче çак ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене кĕтсе илессине пуçăнма вăхăт çитнине аса илтерчĕ. Предприятисен, организацисен, учрежденисен административлă çурчĕсен умĕсене илемлетес енĕпе активлăрах ĕçлеме ыйтрĕ. Уяв каçĕсенче вут-кăвартан асăрханас тĕ-лĕшпе йышăнмалли мерăсем çинче чарăнса тăчĕ.

Лару хаваслă самантпа вĕçленчĕ. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн пуçлăхне Т.Владимировăна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттересинче активлă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Тав çырăвне пачĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика