АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн тери хаклă вăл

03 декабря 2010 г.

Анне... Кашни çыншăнах мĕн тери хаклă вăл! Укçу-тенкÿ пулмасан та çумра анне пулсан эсĕ чи пуянни, чи телейли. Анне юнашар чухне кĕрхи тата хĕллехи тĕттĕм каçсем те çутă пек туйăнаççĕ, унăн кулли пире хĕллехи шартлама сивĕсенче ăшăтать, вăй-хал парать.

Манăн анне – Людмила Алексеевна Кузнецова. Вăл 1974 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Маяк ялĕнче çуралнă. Малтан Маяк, кайран Сиккасси шкулĕсенче пĕлÿ пухнă. Шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах Мăкăр шкулĕнче ĕçленĕ.

Манăн анне – ырă чунлă çын. Эпир унпа калаçса ларма юрататпăр. Йывăр вăхăтра вăл ырă сĕнÿсем парать, хăйĕн пек маттур пулма вĕрентет. Эпир шăллăмпа иксĕмĕр аннене яланах пулăшатпăр, шкулта тăрăшса вĕренетпĕр, тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр. Вăл пирĕн çитĕнÿсемпе питĕ савăнать. Эпир анне умĕнче ĕмĕрлĕх парăмра!

Ĕмĕр пурăн эсĕ. Эпĕ санăн ăшшуна чунпа туям, савăк куллуна чĕрере усрам. Эсĕ ман çумра пулсассăн, мана юратсассăн, телей сунсассăн – эпĕ телейлĕ.

Ачасем, аннесене упрăр! Вĕсенче – пирĕн çутă малашлăх, ытарайми илемлĕ кун-çул.

Оля КУЗНЕЦОВА. Чакаç шкулĕ, 7-мĕш класс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика