03 декабря 2010 г.
Шкул çулне çитсен пĕлÿ çурчĕн алăкĕсем кашни ача валлиех уçăлаççĕ. Тĕпелелле ярса пуссан вĕренекенсен умне учитель сăнарĕ тухса тăрать. Вĕрентекен, ман шутпа, ачасене асамлă пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрекен çын.
Эпĕ Вăтакас Кипеч шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренетĕп. Пире ăслă-тăнлă тăвассишĕн пĕлÿ çуртĕнче чылай вĕрентекен тăрăшать. Эпĕ сире математика предметне ертсе пыракан Галина Филипповна Тимофеева çинчен каласа кăтартасшăн.
Унпа эпир 5-мĕш класа куçсан паллашрăмăр. Малтанлăха вăл пире хаяр пек туйăнатчĕ, унтан кăштах шикленеттĕмĕр те. Анчах та кăштах вăхăт иртсен пирĕн шухăш-кăмăл улшăнчĕ. Г.Тимофеева ырă та савăк кăмăллă, çав вăхăтрах çирĕп ыйтакан вĕрентекен.
Унтанпа чылай çул иртрĕ, Галина Филипповнăпа туслашма та ĕлкĕртĕмĕр. Унăн урокĕсене çÿреме эпир питĕ кăмăллатпăр. Тупнă кашни хуравшăн питĕ хĕпĕртетпĕр.
Г.Тимофеева шкулта 30 çул ытла ĕçлет. "Эпĕ ачасемсĕр тата математикăсăр пурăнаймастăп", – тет вăл. Хăйĕн ятарлă канмалли кунĕнче те шкула килсе кайма тăрăшать, уроксем хыççăн пире ППЭне хатĕрлет. Юратнă учителĕн урокĕсем питĕ хăвăрт иртсе каяççĕ.
Галина Филипповна сăпайлă педагог, пĕр айăпсăр никама та ятламасть, яланах ăнланма тăрăшать. Ача хăш-пĕр çĕнĕ темăна ăнланманнине куçран пăхсах пĕлет, тепĕр хут татăклăн ăнлантарса пама тăрăшать.
Пирĕн юратнă вĕрентекен раштав уйăхĕнче çуралнă кунне паллă тăвать. Вăл 55 çул тултарать. Юбилейпа эпир ăна пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Ачасем сире хисеплеччĕр, пурнăç çулĕ вăрăм та такăр пултăр.
Ольга ДАНИЛОВА, 10-мĕш класс.