03 декабря 2010 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă мероприятисем – куравсем, смотр-конкурссем, фестивальсем, ĕçлĕ тĕл пулусем тата ыттисем те – çулталăк тăршшĕпех иртеççĕ. Пирĕн ентеш Николай Михайлович Бабанов çулĕсене пăхмасăр çак ĕçсене хастар хутшăнать. Вăл Шупашкарти Çар мухтавĕн музейĕнче иртнĕ Атăл тăрăхĕнчи регионсем хушшинчи "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивале çар темипе ÿкернĕ картинисене тăратнă. Комисси унăн виçĕ ĕçне – "Падение Берлина", "Вечный огонь", "Парад Победы" – суйласа илнĕ.
Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивалĕн финалĕ Мускавра Национальноçсен çурчĕн курав залĕсенче октябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 2-мĕшĕччен иртнĕ.
– Мероприятие Мускав Патшалăх халăх пултарулăхĕн çурчĕн сăнарлă тата декораципе прикладной искусствăсен пайĕн заведующийĕ Юлия Борисовна Иванова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Мана та сăмах пачĕç. "Эпĕ телейлĕ. Чăваш çĕршывĕн ят-сумне хÿтĕлесе тăваттăмĕш хут Мускавра иртекен выставкăна хутшăнатăп", – терĕм. Фестиваль участникĕсене, ăна йĕркелекенсене, ертсе пыракансене тав турăм, – каласа парать РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Бабанов.
Пирĕн ентеше Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерÿ салючĕ" фестиваль лауреачĕн Дипломĕпе чысланă.
И.ИЛЬИНА.